Çулсеренех, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, педагогĕ, чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă.
Аслă вĕрентекенĕмĕр йĕркеленĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕ чăвашсемшĕн хăйне евĕрлĕ культура центрĕ, академийĕ пулса тăнă. Иван Яковлевич ачасене ăс-хакăлпа пĕлÿ парас тĕлĕшпе вырăс шкулĕсемпе пĕр виçене çитерме тăрăшнă. Халăх культурине хăпартас ĕçре тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă.
Районти тĕп вулавăшра чăваш чĕлхи кунне халалласа «Тăван чĕлхе — анне чĕлхи» литература каҫĕ иртрĕ. Мероприятине вулавăш ĕçченĕсем, вулакансем тата ачасем чăваш тумĕсене тăхăнни, «Калаçатпăр чăвашла» акцине хутшăнса, эрнипех пурте чăвашла калаçни пысăк вырăн йышăнать. Малтанах вулавăш ĕçченĕсем Аслă вĕрентекенĕмĕр, Иван Яковлевич Яковлев, тăван чĕлхемĕр çинчен каласа пачĕç. «И.Я.Яковлев – чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ» куравпа паллаштарчĕç. Елчĕкри вăтам шкулти кĕçĕн класс ачисемпе «Тӑван чӗлхе – ӑс-тӑн чечекӗ» краеведени вулавĕ, И.Я.Яковлев çырнă юмахсем тăрăх кĕске сценкăсем пуçтарăннисене тыткăнларĕç.
Иван Яковлевич хайлавĕсенче халăх йăли-йĕрки çинчен, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартнă. Вĕрентекенĕмĕр «Чăваш халăхне панă халал» — пил сăмахĕ — çырса хăварнă. Çак произведенисен шухăшĕ вĕрентÿллĕ, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, тăван халăха, чĕлхене, çемьене, тус-юлташа юратма тата хисеплеме вĕрентеççĕ.
Чӑваш чӗлхи – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн паракан чечекӗ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев хӑйӗн халалӗнче ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «Туссем, тӑвансем, ытарайми чӑваш ҫыннисем! Мӗн ӗмӗрӗм тӑршшӗпех чунӑмпа, чӗремпе ҫунса пурӑнтӑм сирӗншӗн. Ан манӑр, астуса тӑрӑр ҫакна! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхинчен ютшӑнмасан, халӑх кӑмӑлӗ пӗтӗмпех сирӗн аллӑрта пулӗ». Халӗ вара пирӗн вӗрентекенĕмӗрӗн ӗҫне малалла туса пымалла, тӑван чӗлхене аталантармалла, тӗпчемелле, упрамалла.