Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа кăçал 77 çул çитет. Çĕнтерỹ кунне çулсеренех сумлăн кĕтсе илетпĕр.
«Георги хăйăвĕ», «Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнче — хуралта», «Факел йăтса утасси» тата ытти акцисем маларахах пуçланаççĕ. Районти вĕренỹ тата культура учрежденийĕсем, ача сачĕсем, уйрăм çынсем фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсене тивĕçлипе чыслас енĕпе Интернет уçлăхĕнче тĕрлĕ акцие хутшăнаççĕ.
Уявăн чи пĕлтерĕшлĕ мероприятийĕ — «Вилĕмсĕр полк». Майăн 9-мĕшĕнче предприятисемпе организацисен коллективĕсем, ял тăрăхĕсен делегацийĕсем тата хăнасем вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ ветеран-фронтовиксен, тыл ĕçченĕсен портречĕсене йăтса 9 сехет тĕлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, тĕрлĕ çулсенче «хĕрỹ точкăсенче» пуçĕсене хунă тата паянхи кун çĕршывăн мирлĕ тỹпине хỹтĕлекен ентеш-летчиксене халалланă вертолет-монумент умне пуçтарăнĕç. «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем Кооператив, Беляев, Совет урамĕсемпе утса Тĕп лапама пуçтарăнĕç. Çĕнтерỹ уявĕ кунта малалла тăсăлĕ.
Е.ГЕННАДЬЕВА.