Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕкленỹллĕ кăмăлпа

Çĕкленỹллĕ кăмăлпа

Шăмалак шкулĕнче вĕренекенсем çĕнĕ кĕнекесемпе хаваспах паллашаççĕ. Ачасене литературăн илемлĕ тĕнчипе туслаштарас тесе ялти вулавăш заведующийĕ Венера Усанова ырми-канми тăрăшать. Тĕрлĕ мероприяти ирттерет вăл. Библиотекăна çĕнĕ кĕнекесем çитсен чи малтан кăларăмсемпе ачасемпе вĕрентекенсене паллаштарать. Акă, нумаях пулмасть кĕçĕн классенче ăс пухакансем Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Куçукпа Хураçка», «Потеряшка» хайлавсен пуххине шĕкĕлчерĕç. Унта вун тăватă авторăн чăвашла тата вырăсла хайланă калавĕсемпе юмахĕсем кĕнĕ. Пĕрремĕш пая хальхи чăваш çыравçисен хайлавĕсем пуянлатаççĕ, иккĕмĕшĕнче вара Чăваш Республикинче пурăнакан е çак тăрăхра çуралса ỹснĕ вырăсла çыракан авторсен калавĕсемпе юмахĕсем вырăн тупнă.

Пысăках мар хайлавсем тĕрлĕ чĕрчун пурнăçĕнчи самантсене уçса параççĕ, пĕрне вуласан ахăлтатса кулас килет, тепринпе паллашсан куççуль тухать, виççĕмĕшĕ тарăн шухăша ярать. Авторсем тĕрлĕ тема хускатнă пулин те шухăшĕ кĕнекен пĕрре — чĕрчунсене алла илентеретпĕр пулсан пирĕн яваплă пулмалла, вĕсене йывăр вăхăтра пулăшмалла.

Валентина Долгова тата Венера Ильина класс ертỹçисем хавхалантарнипе ачасем кăмăла кайнă сăнарсен ỹкерчĕкĕсене те хатĕрлерĕç.

— Вĕренекенсем тăрăшса ĕçленине курсан кăмăл çĕкленет. Ачасем хатĕрленĕ ỹкерчĕксемпе Чăваш кĕнеке издательстви ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса хутшăнас кăмăл та çуралчĕ. Пирĕн тăрăхра хастар чăваш ỹнерçисем ỹснине ыттисем те пĕлччĕр», — палăртать Венера Кузьминична йăл кулса.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code