Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тавар çаврăнăшĕ ỹснĕ

Тавар çаврăнăшĕ ỹснĕ

Раççей тата Китай кăçал пĕр-пĕрин хушшинчи тавар çаврăнăшне ỹстернĕ. Çулталăкри кăтарту 200 миллиард долларпа танлашма пултарать.

Политика анализĕн центрĕн директорĕ Павел Данилин пĕлтернĕ тăрăх, Раççейпе Китай хушшинчи суту-илỹ тăватă уйăхра 25,9 процент ỹснĕ, 51 миллиард доллара çитнĕ. Китайран Раççее ăсатакан тавар калăпăшĕ 11 процент, Раççей таварĕсен импорчĕ 38 процента яхăн хăпарнă. «Ку питĕ лайăх кăтарту, пирĕн экономика вăйлă пулни çинчен калаканскер, — тенĕ П.Данилин. — Раççейрен Китая илсе каякан таварсен хакĕн 70 яхăн процентне нефть, çут çанталăк газĕ тата кăмрăк йышăнать. Ăна эпир экспорта пăхăр, йывăç, тинĕс продукчĕсене те ăсататпăр. Китайран промышленность, ятарлă оборудованисем, тетте, атă-пушмак, транспорт, кондиционерсем тата компьютерсем илсе килетпĕр».

Аналитик Раççей тата Китай анăç кăларса тăратнă санкцисен вăхăтĕнче çулталăкри тавар çаврăнăшĕн унччен палăртнă кăтартăвĕсем патне — 200 миллиард доллар — чылай маларах çитме пултарассине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code