Тăван ял. Çуралнă кил. Çак асамлă сăмахсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Темле тĕреклĕ йывăç та тымарĕ хăрсан тỹнет. Ял тымарĕ те, унта пурăнакансем пулмасан, пĕтет.
Елчĕкри тĕп вулавăшра С.Печковăн «Тăрнашур. Пĕчĕк ялăн кĕске ĕмĕрĕ» кĕнеке хаклавĕ иртрĕ. Семен Ефимович Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ пулсан та, Тăрнашур ялне хăйĕн çуралнă ялĕ вырăнне хурать. Çавăнпах пулĕ унăн кун-çулĕ çитес ăрусемшĕн те паллă пултăр тесе пухса хатĕрленĕ те вăл.
Хытă хуплашкаллă, 321 страницăран тăракан кĕнекере автор Чăваш Республикин картти çинчен те çухалнă Елчĕк районĕнчи Тăрнашур ялĕ, унăн ĕçчен те пултаруллă çыннисем çинчен тĕплĕ, юратса, чунри ыратăвне пытармасăр çырса кăтартнă. Ял халăхĕн ĕçченлĕхĕпе паттăрлăхĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр çемьери пек пурăнни те курăнать унта.
Хăйĕн ĕмĕрĕнче электрик, аслă техник-электрик, энергетик пулса тăрăшнă, 81 çула ярса пуснă ял çыравçин пысăк тупри ку. Семен Ефимовичăн район юбилейĕ тĕлне кун çути панă «çимĕçне» Николай Малышкин, Надежда Хушкина, Николай Алексеев, Анна Портнова, Нина Левая та пысăк хак пачĕç.
— Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ăру хыççăн ăру çитĕнет, кашниех çĕнни илсе килет. Ку кĕнеке Аслă Елчĕк тата районти ытти ял халăхĕшĕн те кĕтнĕ парне пулчĕ, — палăртрĕ тĕп библиотека ертỹçи Алина Петрова.
С.Сайкина.