Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял хуçалăх ыйтăвĕ – тимлĕхре

Ял хуçалăх ыйтăвĕ – тимлĕхре

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кашни тунтикун район ертÿçисемпе видеоçыхăну урлă çурхи ĕçсем епле пынипе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе тÿрĕ калаçăва тухать.

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулса иртнĕ видеоканашлура министр мĕнпур районта акана тухнине палăртнă: пĕчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене – 17 пин гектар, пĕр çул ÿсекен курăксене 1545 гектар акнă, пахча çимĕçе 25 гектар лартнă.

Раççей Ял хуçалăх министерствин хушăвне пурнăçласа республикăра кăçал çĕр улми лаптăкĕсене 25 процентран кая мар ÿстермелле. Çĕр улми лартакан хуçалăхсене патшалăх енчен те пысăк пулăшу шантараççĕ. Элита вăрлăх туяннăшăн – компенсаци, техника туянакансене – субсиди /40 процент/, çĕр улми управĕ тума тăкакланакансене 20 процентне каялла тавăрса параççĕ.

Видеоканашлура АПК проекчĕсем, ял территорийĕсене тата общество инфратытăмне аталанма пулăшакан программăсем çинчен те калаçнă. Кăçал пирĕн республикăра «пуçаруллă бюджет» программăпа килĕшÿллĕн 737 проект пурнăçа кĕмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code