Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ялти чи лайăх çамрăксен уявĕ

Ялти чи лайăх çамрăксен уявĕ

Тăвай районĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче республикăри агроволонтерсен пĕрремĕш слетне хутшăннă Елчĕк тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакан пултаруллă яш-кĕрĕм район чысне тивĕçлипе хỹтĕленĕ.

Унта тĕрлĕ отрасльте вăй хуракан Чăваш Енри 1300 ытла ял çамрăкĕ хутшăннă. Слетра республикăри çынсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ĕçри паттăрлăхне халăх асĕнче ĕмĕрлĕх хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ «АгроПамять» çĕнĕ проекта презентациленĕ. Чăваш патшалăх аграри университечĕ Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствипе АПК ветеранĕсен канашĕ, «АгроВыбор» волонтерсен альянсĕ пулăшнипе «Подвиг села: фронту, Родине, Победе!» мобильлĕ выставка хатĕрленĕ.

Çамрăксене патриотла кăмăл-туйăма çĕклеме хавхалантарас, малашлăхри проектсене ĕçе кĕртессин тĕлĕшпе çавра сĕтелсем, мастер-классем иртнĕ. Слета хутшăнакансене çавăн пекех спорт тата культура енĕпе те анлă мероприятисем кĕтнĕ.

Уçă пĕлĕт айĕнче кинотеатр йĕркеленĕ, «Несокрушимый» фильм курнă. Вăл Тăвай районĕнче çуралса ỹснĕ Совет Союзĕн Геройĕ С.В.Коновалов танкист çинчен.

Чи лайăх волонтерсем ят-сума тивĕçлĕ пулнă. Елчĕк район команди территорие тирпей-илем кỹрессипе 2-мĕш вырăна тухнă. Кире пуканĕ çĕклессипе йĕркеленĕ ăмăртура та Александр Константиновпа Анатолий Узюкин иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

…Кăвайт умĕнче ушкăнпа патриотла юрăсем шăрантарни те çамрăксен асĕнче нумайлăха юлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code