Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш хăмли — чи хăватли

Чăваш хăмли — чи хăватли

Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 23-26-мĕшĕсенче «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль иртет.

Хăмла производствине ỹстерес тĕллевпе малашне ăна республикăра кашни çул ирттерме палăртаççĕ. Сăмах май, Совет Союзĕ вăхăтĕнче çĕршывра туса илнĕ «симĕс ылтăнăн» 80 процентне Чăваш Республикинче туса илнĕ. Чăваш Ен халĕ те хăмла çитĕнтерекен тĕп регион, Раççей хăмлин 90 проценчĕ пирĕн шутланать. Апла пулин те сăра завочĕсем усă куракан пĕтĕм хăмлан калăпăшне шутлас пулсан, республика тỹпи 2 процент анчах. Европăри патшалăхсем Раççей тĕлĕшĕпе санкцисем çирĕплетнĕ вăхăтра вара сăра пĕçерекен заводсем чăваш хăмлине ытларах туянас шанăç пысăк.

Сăра тăвакан компанисем халĕ чăваш хăмли çинчен аса илнĕ. Сăлтавне Германирен, Чехословакирен, АПШран, Çĕнĕ Зеландирен хăйсене сутма пăрахас хăрушлăх тухса тăнипе ăнлантараççĕ. Пирĕнпе туслă Белоруссипе Китайран, туслă маррисен списокне кĕртмен патшалăхсенчен туянма пултараççĕ-ха. Апла пулин те Чăваш Енрен илни йỹнĕрех ларасса пĕлеççĕ. Çавăнпа пирĕн республикăпа халех килĕшỹсем тума тытăннă. Хăш-пĕр хуçалăх хăмла плантацийĕсене анлăлатасшăн. Епле майпа? Ку чухне федерацин «Ял хуçалăхне 2017-2025 çулсенче аталантармалли наука-техника çул-йĕрĕ» е «Агропромышленноçа аталантармалли тепĕр утăм — аграри ăслăлăхĕнче» ăнăçлă аталанакан программăсемпе усă курма май пур. Ку чухне агробиотехнопарк уçма патшалăх субсидине илме пулать.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче хăмла лаптăкĕ 100 гектар ытла. ЧР Ял хуçалăх министерстви вĕсен лаптăкĕсене анлăлатас ыйтăва АПК организацийĕсен ертỹçисен умне кăларнă. 500 гектар хăмла лартса хăварма килĕшнĕ инвестор пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code