Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ĕç яваплă пулма ыйтать

Кашни ĕç яваплă пулма ыйтать

Районти административлă комиссин анлă ларăвĕ пулса иртрĕ. Ларăва комисси председателĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Унăн ĕçне Елчĕк район прокурорĕ Александр Кудряшов хутшăнчĕ.

Уçă ларура «Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен» Чăваш Республикин саккунĕсемпе килĕшỹллĕн право йĕркине пăснин 2 тĕслĕхне (10.2 статья — карта-хỹмене, сак-тенкеле, контейнерсене, çỹп-çап савăчĕсене хăйсем тĕллĕн улăштарни, вырăнтан вырăна куçарни, аркатни е вĕсене кирлĕ пек тытса тăманни, 10.3 статья — пурăнмалли мар çуртсемпе сооруженисене тытса тăрассипе çыхăннă йĕркене пăхăнманни) пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

Комисси членĕсем право йĕркисене пăсакансен тĕлĕшĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнчĕç: право йĕркисене пăхăнманни вĕсен енчен пĕрремĕш хут пулнине шута илсе, асăрхаттарса хăварнипе çырлахрĕç. Апла пулин те тупса палăртнă çитменлĕхсенчен кĕске вăхăтра хăтăлмалла.

Унсăр пуçне, Леонард Левый административлă комисси членĕсем (ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те çак йышрах) хутшăнма тивĕçлĕ ытти ыйтусем пирки те чарăнса тăчĕ. Ял тăрăхĕсенчи территорисене тирпей-илем, хăтлăх кỹресси, çынсем тăтăшах пулакан обществăлла вырăнсене, уйрăм предпринимательсем тытса тăракан лавккасене тавар туянас кăмăллă çынсене кĕрсе тухма меллĕ условисем туса парасси те куллен тĕл пулакан, калаçтаракан ыйтусен шутĕнче пулнине пĕлетпĕр. Чылайăшĕ комисси членĕсем е прокуратура ĕçченĕсем пырса асăрхаттармасăр та çитменлĕхсене пĕтерме васкамаççĕ. Тĕрĕссипе, май пур таран ытларах тавар туянакана хăй патне илĕртес шухăшлă пайтаçăн çитменлĕхсенчен никам куриччен хăтăлмалла мар-и?

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code