Районта Сосновский пултăранне тасатаççĕ.
Çак наркăмăшлă ỹсен-тăран Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче — 5,1, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче — 6,5, Елчĕк ял тăрăхĕнче 2,5 гектар çинче сарăлнă. Хальхи вăхăтра палăртнă ял тăрăхĕсенче тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн хыснаран уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса пултăран пусса илнĕ лаптăксенчен хăтăлас тĕллевпе кирлĕ ĕçсене йĕркелесе янă.