Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лайăх кỹршĕ — çур пурнăç

Лайăх кỹршĕ — çур пурнăç

«Кỹршĕ-аршă лайăххи — килти çемьепе пĕрех», — тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Çак каларăша асра тытса пурăннă евĕрех туйăнаççĕ мана Хăвăл-çырма ялĕнчи Матвеевсемпе Григорьевсем. Икĕ çемье туслăхĕ 1966-мĕш çултан пынине палăртаççĕ Зина аппапа Саня аппа. «Эпĕ Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕ пулнă,1940-мĕш çулхи мартăн 3-мĕшĕнче çуралнă. Манăн атте Иван Иванович Краснов вăрçăран таврăнайман. Аннен, Федосия Максимовнан, виç ачана пĕчченех пăхса ỹстерме тивнĕ. Ачалăх çăмăлах пулман. Выçăлла-тутăлла пурăннă вăхăтсем те чылай пулнă. Çитĕнсе çитсен, 1962-мĕш çулта, Хăвăлçырма ялне Григорьев Василие качча тухрăм», — аса илỹ авăрне путрĕ Саня аппа. Григорьевсен çемйи хăйне ăшшăн йышăннине те аса илчĕ вăл.

Вăтăр çул хуняшшĕ-хунямăшĕпе пурăннă кин. Сивĕ сăмах каласа пĕр-пĕринчен сивĕнменнине те палăртса хăварчĕ Саня аппа. Васили тетепе ылтăн туй та кĕрлеттернĕ вĕсем. Мăшăр 5 ачана кун çути парнеленĕ. Чи асли — Полина Çĕрпỹ районĕнче тĕпленнĕ, икĕ ывăлĕ — Валерипе Алексей Шупашкар хулинче пурăнса инçе çула каякан автобуссемпе çынсене кирлĕ вырăна илсе çỹреççĕ. Николай ывăлĕ ялта тĕпленнĕ. Кĕçĕн хĕрĕ — Альбина Шупашкарта пурăнать, ШĔМĕн ветеранĕ вăл.

Алексей ывăлĕ служба тивĕçне Афганистан Республикинче пурнăçланă. Мĕн чухлĕ куççуль юхтарман-ши амăшĕ салтакри ывăлĕшĕн? Çартан чипер-сывă таврăнсан савăнăçне каллех кỹрши-аршипе пайланă.

Мăшăр тăван колхозра тăрăшнă, сахал мар çулсен хушшинче фермăри выльăхсем валли миçе тонна тырă авăртса çăнăх хатĕрлемен, миçе центнер тырă кĕртмен-ши? Унсăр пуçне хăмла татнă, хирте утă-улăма пуçтарса хушăка хывма хутшăннă, колхоз пахчинче ĕçленĕ.

Зина аппа вара Хăвăлçырма хĕрех пулнă. Яковпа Евгения Купташкинсен пилĕк ачаллă çемйинче çитĕннĕ вăл. Аслă пиччĕшĕсем Валентинпа Виталий, Алексей шăллĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Валентин Яковлевич чылай çул Шупашкарти статуправленинче, Виталий Яковлевич Чăваш ял хуçалăх институтĕнче преподавательте тăрăшнă, сахал мар студента тивĕçлĕ пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вăл экономика наукисен кандидачĕ. Алексей Яковлевич вара тĕп хулари «Паха тĕрĕ» фабрикăра тĕп директорта вăй хунă. Вăл парнеленĕ чăваш тĕрриллĕ кĕпесемпе ялти культура çуртĕнче паянхи кун та усă кураççĕ. Елизавета йăмăкĕ тĕп хулари пĕр столовăйра заведующи пулса ĕçленĕ. Савăнмалăх пур 70 çултан иртнĕ хĕрарăмăн тăванĕсемпе. Шел пулин те, Зина аппана та пурнăç усаллине кăтартнă. Аслă ывăлĕ Валерий сарăмсăр вилнĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕн çỹçĕ ир шуралнă. Çапах та ачисем, юратнă ĕçĕ йывăр хуйха кăштах çăмăллатма пулăшнă.

Зина аппан ачисем пурте аслă пĕлỹллĕ. Икĕ хĕрĕ, Тоньăпа Люда, Мускав хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Тоня, Чăваш патшалăх университетĕнчи физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер, хăйне бизнесра тĕрĕслет. Людмила миграци службин ертỹçин çумĕнче тăрăшать. Юра ывăлĕ стройка ĕçĕнче вăй хурать, кĕçĕн хĕрĕ Надя — уйрăм предприниматель. Хамăр районти Патреккел ялĕнче пурăнакан Надежда Сыкина тесен пурте пĕлеççĕ ăна. Андрей мăшăрĕпе хăйсен ĕçне йĕркеленĕ вĕсем, халăха тĕрлĕ таварпа тивĕçтереççĕ Елчĕкре суту-илỹ çурчĕ уçнă Сыкинсем. Надежда тăван ялта тĕрлĕ пысăк ĕç пурнăçланă чух пулăшма та манса каймасть. Ял уявне хатĕрленнĕ чух сцена ăсталама, ялти масар çурчĕн çи виттине витме стройматериалпа тивĕçтернĕ Сыкинсем. Ырă кăмăлĕшĕн ял халăхĕ вĕсене тав сăмахĕ калать.

Зина аппа 2000 çулта мăшăрсăр тăрса юлнă. Хăйĕн хуйхине каллех ĕçре пусарнă вăл — колхозра чылай çул кладовщик пулса ĕçленĕ. Анчах та 2012 çулта çемьене тепĕр инкек килсе çапнă.

— Вăрă килет те, хăйне кирлине анчах илсе каять, пушар вара нимĕн те хăвармасть, — куççульленмесĕр калаçаймасть хура-шурне нумай тỹснĕ хĕрарăм. Шартлама хĕл кунĕнче çийĕнчи тумĕпе кăна тăрса юлнă Зина аппа — «хĕрлĕ автан» пỹрчĕпе хуралтине йăлтах кĕле çавăрнă. «Ял-йыш, куршĕ-аршă тата ачасем пулăшман пулсан çакăн пек çуртра пурăнаймастăмччĕ паян», — тет вăл.

Çапла пурăнаççĕ кỹршĕсем. Икĕ çемьен — икĕ шăпа. Кирек мĕнле савăнăçа, хуйха-суйха пĕрле пайлаççĕ вĕсем. Саня аппапа Зина аппара чăваш хĕрарăмĕн пĕтĕм ырă енне курма пулать: тирпейлĕ, сăпайлă, ĕçчен, тарават. Пушă вăхăчĕсене час-часах пĕрле ирттереççĕ. Вĕсен аллинче яланах ĕç вĕрет. Аппăшĕпе йăмăкĕ теме те пулать хайхисене. Ĕçке-çике кайнă чухне вĕсем кĕпине те, саппунне те пĕр пек пусмаран çĕлесе тăхăнаççĕ. Хăйсемех çĕлеççĕ. Сăмах май каласан, Хăвăлçырма ялĕнче Саня аппа чăваш кĕпипе саппунĕ çĕлесе паман кил те юлман пуль. Иккĕшĕн килĕнче те музейри пек — пỹлĕмсене тĕрленĕ тата çыхнă япаласем капăрлатаççĕ. Унсăр пуçне чĕрĕ чечексем илем кỹреççĕ.

Туслă кỹршĕсем — 56 çул пĕр çăвартан пурăнакан Григорьевсемпе Матвеевсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Зинаида МИХЕЕВА,
ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code