Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Районти икĕ шкулта – центр

Районти икĕ шкулта – центр

«Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре регионти сакăр проект пурнăçланать.

Кăçал проектсене хутшăннă май республикăри ялсенче 40 шкулта /вăл шутран Елчĕкре тата Лаш Таяпара/ гуманитари тата цифра профилĕсен вĕрентĕвĕн центрĕ йĕркеленет. Унта 1 пине яхăн ача хутшăнĕ.

Çавăн пекех Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта – 1100, Етĕрне хулинче 300 вырăнлă шкулсем хута кайĕç. Çĕнĕ Шупашкарта «Кванториум» ача-пăча технопаркĕ уçăлĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнче С.А.Абруков ячĕллĕ Наука коллаборацийĕн çурчĕ ĕçлеме пуçлĕ. Ашшĕ-амăшĕ валли ачасен вĕренĕвĕпе, воспитанийĕпе çыхăннă 31 консультаци центрĕ хута кайĕ.

Лаш Таяпари вăтам шкулта «Точка роста» йĕркелес ĕç вĕçленсе пырать. Учительсем теори пайне онлайн-курсра вĕренеççĕ.

/Хамăр корр./

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code