Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăмалаксен черетлĕ пуçарăвĕ

Шăмалаксен черетлĕ пуçарăвĕ

Пĕлтĕр Шăмалаксем пуçласа ял уявне ирттернĕ. Вăл юрă-ташă киленĕçĕпе мар, курăмлă ĕçсем тунипе уйрăмах паллă пулса юлнă. Кăçалхи праçникре те пуш параппан çапмарĕç вĕсем…

Ир-ирех ватти-вĕтти ялти палăк умне пуçтарăнчĕ. Вĕсен аллисенче вăрçăра пуçĕсене хунă тăванĕсен портречĕсем, чĕрĕ чечексем. Иртнĕ синкерлĕ вăхăтпа çыхăннă юрă-кĕвĕ хуллен янăрать.

– Ял уявне эпир сăваплă ĕçрен пуçлатпăр – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă, таврăнсан çĕре кĕнĕ тата аслисемпе тан терт-нушине тÿснĕ вăрçă ачисене асăнса лартнă палăка уçатпăр, – пĕлтерчĕç мероприятие ертсе пыракан Владислав Николаевпа Надежда Иванова.

Пĕр минутлăх шăплăх хыççăн вăрçă ачисем хăйăва касса ячĕç. Капмар та хитре, 9 метр çÿллĕш памятник. Ун патне пĕчĕк каçă урлă каçса, брусчатка сарнă тротуар тăрăх утатăн. Палăк çине 291 ентешĕн ячĕсене, Александр Алкан «Июнĕн 22-мĕшĕ», Роберт Рождественскин «Помните!» сăввисене çырса, фронт карттисене ÿкерсе хунă. Виçĕ вăрăм тимĕр юпа çумне хĕрлĕ çăлтăр çирĕплетнĕ. Унтан та çÿлерех – тăрнасем. Ушкăнпа тÿпенелле ăнтăлаççĕ вĕсем. Палăк умĕнче – тепĕр çăлтăр. Унти ĕмĕрлĕх вут-çулăмне çутма виçĕ вăрçа хутшăннă Степан Усановăн ывăлне – Александра сĕнчĕç.

Кунашкал монумент, пуçаруçăсем каланă тăрăх, республикăра та урăх çук.

– Иртнĕ çул ĕçпе Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче пулма тÿр килнĕччĕ, – шухăшне уçать хастарсен ертÿçи Владислав Николаев. – Вĕсен палăкне курнă май хамăр патĕнче те çавăн пеккине тăвас ĕмĕт çуралчĕ. Кăштах вĕсен пайне шута илтĕмĕр, ытти памятниксене тишкертĕмĕр, вара хамăра килĕшнĕ темиçе варианта пĕр çĕре пĕрлештертĕмĕр те – çакнашкал чаплă палăк пулса тăчĕ.

Владислав Дмитриевич тăрăшнипех укçа-тенкĕн 60 процентне вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртессинчен йĕркелеме пултарнă. Пысăк ĕçе ялтисем те, хуларисем те – пурте кар тăрса хутшăннă. Тĕп пуçаруçă Александр Бармаков, Александр Усанов, Сергей Чернов, Алексей Усанов, Федор Чернов хастарлăхне уйрăммăн палăртать. Ялти чылай курăмлă ĕç вĕсем тăрăшнипе, çине тăнипе пулса пырать. Ирина Ермакова, Валерий Анисимов, Дмитрий Николаев, Николай Яковлев та тăрăшуллисен йышĕнчен. Çÿлерех асăннисенчен хăшне-пĕрне район пуçлăхĕ Ираида Васильева райадминистрацин Тав çырăвĕсемпе чысланă май, Шăмалаксен туслăхĕ, пĕрлехи вăйĕ ĕçпе çирĕплĕхре пулнине палăртса хăварчĕ.

Палăка уçма хутшăннă Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕн ертÿçи Сергей Данилов, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Михаил Егоров чаплă монумент çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Анатолий атте палăка çветит тунă хыççăн шкул ачисем тата вырăнти хĕрарăмсен «Мерчен» ансамблĕ уява юрă-кĕвĕпе пуянлатрĕ.

2020 çула Раççейре Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ тесе йышăннă май Шăмалаксем халех ку тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕç пурнăçланисенчен пĕрисем.

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code