Республика кунне халалласа 8 пысăк проект пурнăçа кĕртме палăртнă.
Вĕсенчен 3-шĕ Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕн хỹттипе иртĕ. Ку шута «Раççей юррисем» фестиваль-марафон, Раççейри 1-мĕш фольклориада, «Раççейĕн тĕрленĕ картти» акци кĕреççĕ.
Культура программинче «Раççей çăлкуçĕсем» халăх пултарулăхĕн фестивалĕ, «Ăстасен Руçĕ» ал ĕç ăстисен тупăшăвĕ т.ыт.те. Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ тата «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс пуласси те паллă.