Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Укçа-тенкĕ районах юлĕ

Укçа-тенкĕ районах юлĕ

Çĕршыв пуласлăхĕ — ачасенче. Паян вĕсене сывă та тĕреклĕ ỹстерме, тĕрлĕ енлĕ аталанма пурте пур. Анчах, шел пулин те, ача-пăча хушшинче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем, сусăрсем те çук мар. Вĕсем вара кулленех, ыттисенчен ытларах та, тимлĕх ыйтаççĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă, инкеке лекнĕ пепкесене пулăшас тĕллевпе республикăра çулран-çул «Ачасемшĕн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра вăл малалла пырать. Унта Елчĕксем те хастар хутшăнаççĕ.

Июнĕн 20-мĕшĕ тĕлне ыр кăмăллăх пухмачне 5303541,23 тенкĕ пуçтарăннă. Пархатарлă та сăваплă ĕçре пирĕн район çыннисем ырăлăхпа палăраççĕ. Марафон счечĕ çине Елчĕксем 322657,5 тенкĕ куçарнă. Чи хастаррисем, 10-шар пин тенкĕ хывнисем — «Яманчурино», Ленин ячĕллĕ, «Прогресс», «АСК-Яльчики», «Энтепе», «Комбайн», «Яманчỹрелти сельхозхими», «Сатурн», «Победа», «Рассвет», «Труд», «Эмметево» хуçалăхсем, Л.Григорьев уйрăм предприниматель. Райадминистраци, «Нива агрофирма», «Стройэнергосервис», «ДПМК Яльчикское», Елчĕкри БТИ, «Урожай», «Санти», «Дент М» ООО, Елчĕкри сĕт-çу завочĕ, Елчĕкри çăкăр завочĕ, «Экопродукт» СППК, П.Хмелев, А.Петров, А.Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, Е.Павлова, В.Егоркин усламçăсем те хăйсен тỹпине тивĕçлипе хывнă. Çавăн пекех районти ытти ĕç коллективĕсем, уйрăм çынсем те ырă тăвассинчен аякка пăрăнса юлман. Çапах та пархатарлă ĕçрен тăрса юлма пултарнисем те пур-тăр. Вĕсем те марафона хутшăнасса шанас килет.

Сăваплă ĕç харама каймĕ. Хамăр район халăхĕ пуçтарнă укçа-тенкĕ хамăр патăмăрах таврăнĕ, ăна ырă ĕç тума усă курĕç.

М.ВАСТУЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code