Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 70 çул алла-аллăн

70 çул алла-аллăн

Аслă Елчĕкри Леонидпа Мария Бобинсем иртнĕ кунсенче хăйсен çемйин уявне кĕтсе илнĕ. Калама кăна — 70 çул вĕсем пĕр чăмăра чăмăртанса пурăнма пуçлани.

Патреккел хĕрĕпе Аслă Елчĕк каччи Канаш çулне тунă чухне паллашнă. Вăл вăхăтра Канаш трассине тума кашни колхозранах çамрăксене ĕçлеме янă. Кỹршĕ ялсен хĕрĕпе каччи тĕл пулнă та кунта — пĕр-пĕрне юратса пăрахнă. Çулсем иртнĕ май çамрăксем çемье чăмăртанă. Леонид Петрович Совет çарне кайиччен Хусанти авиаци заводĕнче тăрăшнă. Салтак тумне хывнă хыççăн Елчĕкри крахмал заводĕнче, унтан районти сельхозтехникăра ĕçленĕ. Ылтăн алăллă çамрăк 1968 çулта Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тăван ялти шкула вырнаçнă. Пысăк тавра курăмлă арçын 30 çула яхăн шкул ачисене механизатор профессине алла илме вĕрентнĕ. Мăшăрĕ, Мария Семеновна, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван колхозра тăрăшнă.

Бобинсем пилĕк ача пăхса çитĕнтерсе тивĕçлĕ воспитани панă. Паян вĕсен хăтлă кил-çуртĕнче çĕнĕ ăрури тĕпренчĕкĕсен сассисем янăравлăн илтĕнеççĕ. 11 мăнукпа 12 кĕçĕн мăнукĕ юратнă аслашшĕпе асламăшĕн, кукашшĕпе кукамăшĕн чи пысăк савăнăçĕ. Çичĕ теçетке çул шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнакан мăшăр Сергей ывăлĕн çемйипе пĕр сăмахра пурăнать.

Ырă туй кĕрекине ларнисем ЗАГС пайĕнчи хисеплĕ юбилярсен кĕнекине алă пусрĕç, çемье телейĕн вăрттăнлăхне те уçрĕç, çамрăк мăшăрсене нумай çул пĕр-пĕрне юратса пурăнма пехиллерĕç.

Ялти сумлă ватăсене килне кайса ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, шкул директорĕ Николай Волков тата ыттисем тулăх туй ячĕпе саламланă, парнесемпе, чечексемпе чысланă.

Н.БАЙМУШКИНА.

Сăн ỹкерчĕкре: Бобинсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code