Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăтра пĕлтермелле

Вăхăтра пĕлтермелле

Коммерцилле мар организацисем паянхи обществăна çирĕп кĕрсе вырнаçрĕç.

Юстици органĕсен вĕсем саккуна пăхăннине тивĕçтермелле, çав шутра тĕрĕслев йĕркипе отчет докуменчĕсене те йышăнмалла. Çакă хăйсен ĕçне пăрахăçланисене те тупма пулăшать, организацин ертỹлĕх органĕсен чăн составне палăртма та, ют çĕршывран килекен укçа-тенкĕпе ĕçлекенсене те пĕлме май парать. Саккунпа килĕшỹллĕн, 2021 çулшăн отчет тăратмалли вăхăт кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕччен пулнă.

Çулсерен кăтартусене тăратма тивĕçлисем Чăваш Енре 842 организаци, вĕсенчен 514-шĕ — обществăлла пĕрлешỹсем тата 328-шĕ — коммерцилле мар ытти организацисем.

Отчет кампанийĕ вĕçленнĕ тĕле вĕсенчен 651-шĕ документсене çитернĕ, çакă 77,3 процентпа танлашнă. Отчетсене кая юлса тăратнисем те пур — ун пеккисем тепĕр 36-ăн. Çапла майпа хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшпе 687 организаци (83,9 процент) отчетсем панă.

Ĕлкĕрейменнисен вĕсене çывăх вăхăтрах Раççей Юстици министерствин управленийĕ ячĕпе тăратмалла. Адресĕ: Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 56-мĕш çурт, телефонĕ — 8(8352)62-90-25. Отчетсене çавăн пекех Раççей Юстици министерствин информаци порталĕ урлă(http://unro.miniust.ru) та яма юрать.

(Хамăр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code