Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чыс-сума ĕçпе çĕнсе илнĕ

Чыс-сума ĕçпе çĕнсе илнĕ

Ĕмĕрĕпех тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе, çын хушшинче чыспа тата сумпа пурăнса ят-хисеп çĕнсе илнĕ çынсем сахал мар пирĕн хушăмăрта.

Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан Алексей Александрович Дмитриева таврара пĕлмен çын сахал пулĕ. СССР халăх депутачĕ пулнă ентеш 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа саламлама уяв кĕрекине çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕсем, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Сергей Николаевич юбиляра Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн Николай Миллин ятĕнчен те саламларĕ, пархатарлă ĕç-хĕлшĕн тав тунă май çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçусем сунчĕ. Салам сăмахĕсем çумне Сăрьел ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Рифкат Харисов, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Сидоров, юбилярăн çывăх тусĕ Зинон Кондратьев хутшăнчĕç. Лаш Таяпари «Тайпи» фольклор ушкăнĕ, «Çавал» ансамбль тата Юрий Кашкăр юрăç юбиляра хаваслă юрă-кĕвĕ парнелерĕç.

Алексей Дмитриев, 1938 çулта çуралнăскер, ялти шкултан вĕренсе тухсан чи малтанах тăван хуçалăхра конюхра ĕçленĕ. 1956 çулта Ульяновск хулинчи автошкултан вĕренсе тухсан 1956-1957 çулсенче Н.К.Крупская ячĕллĕ колхозра шоферта тăрăшнă. 1957-1960 çулсенче çарта службăра тăнă. 1961 çулта пĕр кас хĕрĕпе Людмила Федоровна Самсоновăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. 1963 çулччен «Слава» хуçалăхра шоферта тăрăшнă. Пĕр хушă çемье Казахстанри Актюбинск облаçĕнче пурăннă. Алексей Александрович хром руди кăларакан уçă карьерта шоферта, Людмила Федоровна вырăнти ача садĕнче воспитательте ĕçленĕ. 1968 çулта мăшăр тăван тăрăха таврăннă. Людмила ĕмĕрне ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă, Алексей «Слава» хуçалăхра шоферта, трактористра тата комбайнерта вăй хунă. Яваплăха çирĕп туякан, кирек хăш ĕçе те таса та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан Алексей Дмитриева кĕçех Лаш Таяпа ял канашĕн депутачĕ пулма суйлаççĕ. 1989 çулта вара вăл СССР халăх депутатне суйланать. 1989-1991 çулсенче СССР Аслă Канаш членĕнче тăрăшать. Вăл яланах шанчăклă юлташ пулнипе, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме ăнтăлнипе палăрса тăнă. Унăн ĕçне патшалăх тивĕçлипе хакланă. Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Ĕç Мухтавĕн /3 степень/ орденĕсен, «Ĕçри хастарлăхшăн», СССР Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкин медалĕсен кавалерĕ тата ытти нумай-нумай сумлă ята тивĕçнĕ.

Пĕр-пĕрне юратни тата ăнланни мăшăра кирек ăçта пулсан та вăй хушса тăнă. Пăрчăкан пек вăр-вар, ĕçрен хăраман типтерлĕ кил хуçи хĕрарăмĕ çемье вучахне упраса пынă, çемье пуçĕ çурт тĕрекĕшĕн тăрăшнă. Пилĕк ача çуратса тата вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратнă Дмитриевсем. Пурте вĕсем çемьеллĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Алексей тата Людмила Дмитриевсем пилĕк ачипе пĕрле.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code