Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хавхалантарма пĕлни паха

Хавхалантарма пĕлни паха

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă.

Ялти спорт вăййисенче

Канашри «Локомотив» стадионта 23-мĕш хут республикăри ялсенче пурăнакансен спорт вăййисем иртнĕ. Унăн кăтартăвĕпе «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов паллаштарчĕ. 500 яхăн атлет пĕтĕмпе 10 ытла спорт тĕсĕнче тупăшнă. Елчĕксем кире пуканĕ йăтассинче (Д.Енедеров, А.Константинов — Тăрăм, Аэлина Чайкина — Элекçей Тимеш, Анастасия Волкова — Кỹлпуç), спорт çемйисен хушшинче Елчĕкри Денис Владимировичпа Елена Николаевна тата Давид Портновсем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Кĕçĕн Таяпари Борис Головин тата унăн ывăлĕ Вадим механизаторсен тупăшăвĕнче 2-мĕш пулнă. Çăмăл атлетикăра, алă вăйĕ виçессинче пьедестал çине хăпарма ентешсене «пĕр утăм» çеç çитеймен — тăваттăмĕш.

Çулла — стройка тапхăрĕ

Районта строительствăпа юсав ĕçĕсем мĕнле пыраççĕ-ха? Асăннă ыйту кашни канашлура тенĕ пекех хăйĕн çинчен «калаçтарать-ха», хальхинче райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ.

Район территорийĕнче обществăлла инфраструктурăна аталантарас тĕлĕшпе юлашки çулсенче вырăнти пуçару çине таянса нумай ĕç пурнăçланать. Кăçал 25357,20 пин тенкĕлĕх 36 проект ĕçе кĕмелле. Вĕсенчен 15-шне вĕçленĕ те ĕнтĕ. Çул-йĕр фондне илес пулсан, тĕп ĕçсем «Елчĕк-Курнавăш», «Кушкă-Энтепе» автоçулсене юсассипе çыхăннă. Унсăр пуçне хăш-пĕр ялсенчи урамсене щебень-чул сарса хытарассипе те тимлемелле. Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене çутăпа, саксемпе, урнăсемпе тивĕçтерĕç. Вĕсенчи тирпейлĕхпе хăтлăха çирĕплетесси вара малашне унта пурăнакансенчен çеç килĕ.

Кăçалхи тĕп строительство ĕçĕсем Елчĕкри вăтам шкул çумĕнче 250 ача вырнаçмалăх столовăй хута ярассипе çыхăннă. Контрактпа пăхнă сумма — 51728,7 пин тенкĕ. Подрядчик — «Партнер» сахал яваплă общество пирĕн районта халĕччен объектсене срокра тата пахалăхлă пурнăçланипе палăрнă. Иртнĕ канмалли кунсенче унта район администрацийĕн пуçлăхĕ хăй пулса курнă, анчах шăплăх хуçаланнипе питĕ кăмăлсăр пулнине палăртрĕ. Строительсем çумăрлă кунсенче ĕç тухăçлăхне ỹстересшĕн-ши? Объекта вара ноябрĕн 1-мĕшĕччен хута ямалла.

Тĕрлĕ ĕç пурнăçланать

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов хăй ертсе пыракан отраслĕн хальхи тапхăрти хăш-пĕр ыйтăвĕсене хускатрĕ. Хуçалăхсенче утă-сенаж хатĕрлесси мĕнле пынипе «Район уй-хирĕсенче» информацире паллашма пулать. Унсăр пуçне калчасене им-çамласси пырать.

Иртнĕ çул, типĕ çанталăка пула-тăр, чылай хуçалăхра кĕр тырри акассинчен тытăнса тăнă. Акционерсен «Прогресс» хупă обществи вара 1004 гектар таранччен акса хăварнă. Ỹкĕнмелли çук: калчасем аван хĕл каçнă, парка çитĕнеççĕ. Пысăк тухăç парас шанăç пур. «Прогрессем» кăçал кĕрхи культурăсен лаптăкне 1500 гектара çитересшĕн.

Курнавăш ял тăрăхĕн

территорийĕнче «2022 çулхи районти чи лайăх ирĕклĕ пушар дружинин подразделенийĕ» смотр-конкурс иртнĕ. Унта Лаш Таяпасем çеç хутшăнман. Малтисен йышĕнче — Курнавăшсем, Елчĕксем, Аслă Таяпасем. Тĕп сăмах вырăнта мероприятие тĕплĕн хатĕрленни пирки пычĕ. Депутатсем те, культура ĕçченĕсем те хастар хутшăннă унта. Леонард Левый Курнавăшсенчен ку тĕлĕшпе вĕренмелли пурри çинчен те палăртрĕ. «Хавхалантарма пĕлĕр çынсене» тени вĕсен пĕрлехи ĕçне хакланиех.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code