Раççейре иртекен Патриотла марафона хутшăннă ушкăн паян Мускаври Александровск паркĕнчи Кремль стени çумĕнчи Паллă мар салтакăн вил тăприйĕ çинче çунакан вутăн пайне Чăваш Ене илсе килнĕ. Çулăма паянах Куславккари Чĕмсĕр чикĕсен паттăрлăхне сума суса лартнă палăк умĕнче çутĕç.
Республикăран Ĕмĕрлĕх çулăма илме кайнă делегацине Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева ертсе пырать. Унăн йышĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, патшалăх деятелĕ Алексей Ладыков тата ыттисем те. Çула май делегаци Ĕç паттăрлăхĕн хулисене — Чулхулапа Дзержинска -чарăннă.
— Ыран Раççейре — шăпах Куславккара — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалласа пуçласа ĕмĕрлĕх çулăм çутăпăр. Чĕмсĕр чикĕ паттăрĕсен тĕлĕнмелле пысăк ĕçĕ халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех упранĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассинче вăл уйрăмах пысăк вырăн йышăнĕ, — палăртнă Олег Николаев.
Ĕмĕрлĕх çулăм пирки кĕскен калас пулсан, историрен çакă паллă. КПСС Центральнăй Комитечĕн йышăнăвĕпе 1966 çулта кĕркунне, нимĕç çарĕсене Мускав патĕнче аркатса тăкнăранпа 25 çул çитес умĕн, Александровск сачĕ çумĕнчи Кремль стени умĕнче вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса мемориал тума йышăннă. Çак çулах декабрĕн 22-мĕшĕнче 14 сехет те 30 минутра Зеленоград хулинчи масарта пытарнă паллă мар салтак ỹтне Мускава илсе килнĕ, ăна мемориалта тепĕр хут чыслăн пытарнă. 1967 çулхи майăн 8-мĕшĕнче, Паллă мар салтакăн вил тăприне уçнăранпа 5 уйăх иртсен, тĕп хуламăрти Александровск паркĕнче Ĕмĕрлĕх çулăм çутнă .
Ирина ПЕТРОВА,
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика уйрăмĕн студентки.
В.Кузьмин сăн ỹкерчĕкĕнче — Паллă мар салтак вилтăприйĕ çинчи çулăмăн пайне Чăваш Ен валли илнĕ самант.