Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Никĕс çирĕп пулсан…»

«Никĕс çирĕп пулсан…»

ятпа Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире нумаях пулмасть Николай Ларионовăн черетлĕ кĕнеки кун çути курнă. Ытларикун унăн хаклавĕ районти тĕп вулавăшра иртрĕ.

188 страницăран тăракан, пуян чĕлхепе çырнă ăс-хакăл çимĕçне автор Курнавăш ялĕнче çуралса ỹснĕ Илья Васильевич Кузнецова халалланă. Кĕнекене ял историне, унăн паллă çыннисен кун-çулне, Тимĕр йăх-несĕл тымарне тишкернинчен пуçланă.

Кĕнеке Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкĕнче кун çути курни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кузнецовсем те мухтавлисен йышĕнчен. Тăхăр пĕртăванран Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем 3-ĕн, пĕри РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, хăйсен хушшинче тата вĕсен ачисен йышĕнче пурĕ 5 наука кандидачĕ.

И.Кузнецов — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Раççей пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕ, 2007 çулхи Чи лайăх муниципаллă служащи, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ.

АВТОР ÇИНЧЕН

Николай Дмитриевич Ларионов — Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш этнокультура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ултă кĕнеке авторĕ. Патăрьелĕнчи издательство çурчĕн директорĕ, «Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ.

Презентацие Илья Васильевичпа райпо тытăмĕнче, район администрацийĕнче пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, вĕрентекенсемпе библиотекарьсем йышлă хутшăнчĕç. Сăмах илнисем кĕнекене тулли хак пачĕç.

Çăмăллăн вуланать вăл, сăн ỹкерчĕксем унăн шухăшне самай анлăлатаççĕ. Тĕп сăнар урлă вулакан Кузнецовсен тăрăшулăхне, сăпайлăхне, тăванлăхпа туслăх çирĕплĕхне тỹрех асăрхать.

— Питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç, — хăйĕн шухăшне палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый. — Мухтава тивĕçлĕ Кузнецовсен йăх-несĕлĕ, уйрăммăн Илья Васильевич кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çав тери тĕплĕ çутатнă. Илья Васильевич районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассинче калама çук пысăк тỹпе хывнă. Çуртсем çĕкленĕ-и, çĕнĕ çулсем тунă-и, çут çанталăк газĕ кĕртнĕ-и — унра ĕçе тĕплĕ тата вăхăтра тума ăнтăлни вăйраччĕ. Хастарлăхне кура патшалăх енчен чыс-хисепне те тивĕçнĕ вăл. Çапах та чи сумлă награда уншăн — район халăхĕ ăна хисеплени.

Леонард Васильевич И.Кузнецова Тав çырăвĕпе, «Елчĕк районне — 90 çул» асăну медалĕпе тата хаклă парнепе чысларĕ.

Сăмах илнĕ Чăваш Республикин Патшалăх истори архивĕн директорĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Ертмакова тăванлăх хутшăнăвĕсен вăрттăнлăхĕ пирки те пытармарĕ:

— Атте-анне пире мĕн çĕре кĕриччен ăс-тăн панă, пĕрлĕхре пулма пилленĕ. Çавăнпа пĕр-пĕрне пулăшасси çирĕп йăлара пирĕн. Ильяна тĕслĕх вырăнне хуратăп. Манран кĕçĕнрех пулсан та, унпа яланах канашлатăп…

Курнавăшри Кузнецовсен йăх-несĕл никĕсĕ чăннипех çирĕп. Вĕсен чун-кăмăл тасалăхĕ, хастарлăхĕ, сăпайлăхĕ — нумай çемьешĕн тĕслĕх.

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code