Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла

Сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пуçарнипе октябрь уйăхĕнче кăкăр ракне хирĕç кĕрешекен уйăхлăх иртет. Çак чир çĕр çинче анлă сарăлнă пилĕк чир йышне кĕрет.

Юлашки вăхăтра кăкăр ракĕпе тата мастопатипе чирлекенсен шучĕ чылаях ỹсни палăрать. 20 çул каярах çеç ку енĕпе маммолог патне ытларах 50-60 çулсенчи хĕрарăмсене яратчĕç. Халĕ вара çак чирсем çамрăкланчĕç. Специалист-тухтăр çĕнĕ йышши аппаратурăпа усă курса алăпа тĕрĕслесе пĕлме палăртайман мăкăльсене тупса палăртать.

Мастопати (кăкăр парĕ типсе пыни е унăн пĕр-пĕр вырăнĕ хулăнланса хытса мăкăльленни) фиброзлă, кисталлă тата хутăш фиброзлă-кисталлă пулать. Кисталлă мастопати вăхăтĕнче кăкăрта ялан тенĕ пекех шĕвекпе тулнă хутаç евĕр мăкăль палăрать. Мăкăльсем тĕрлĕ виçеллĕ. Мастопати палăраканни тата палăрманни, сарăлаканни е питех сарăлса кайманни тĕл пулать. Хăрушăраххисен шутне тĕвĕллĕ мастопати кĕрет. Вĕсем ыратма та пултараççĕ. Кун пек чухне вăхăта тăсмасăр сиплев ĕçне тỹрех пикенмелле, маммолог панă сĕнỹсене çирĕп пурнăçласа пымалла. Раççейре çак диагноза çулсерен пин хĕрарăма лартаççĕ. Ытларах чухне хĕрарăм чире хăех алăпа тĕрĕслесе тупать. Ăна мĕн чухлĕ маларах тупса палăртатăн, сиплев шанчăкĕ çавăн чухлĕ пысăкрах. Шыçă куçпа пăхсах курăнни — хăрушă.

Чире тĕрлĕрен сиплеççĕ. Операци туса кăкăрсăр тăрса юласси — хĕрарăмшăн вилĕмпе танах. Юлашки çулсенче медицина аталанăвĕ операци хыççăн çак органа сыхласа хăварма май туса пачĕ. Анчах та тухтăр патне вăхăтра килмесĕр хĕрарăмсем чире шалтан шала яраççĕ. Нимĕнле курăк шывĕпе хутăшĕ те, витамин, экстрасенс та онкологи чирĕсенчен хăтараймасть. Вăхăта тăсса янине пула чирлĕ 10 çынран тăваттăшĕ вилĕм патне çитет.

Кăкăр ракĕпе чирлекеншĕн мăкăль хăрушах мар. Анчах та метастаза (сиенлĕ мăкăлĕн клеткисем е шыççăн чĕрĕ микроорганизмĕсем чир вырăнĕнчен юнпа е лимфăпа тепĕр вырăна куçса аталанни) ỹпкене, пĕвере, шăмăсене, пуç мимине сиенлет. Кăкăр çинчи шыççа касса илме пулать пулсан, метастазăна сиплеме питĕ йывăр. Кăкăрта мăкăль пуррине асăрхасан, кăкăртан сарăрах е хĕрлĕрех шĕвек тухсан, кăкăр форми улшăнсан, тỹрех тухтăр патне васкамалла. Маммографи е УЗИ тусан çеç тĕрĕс диагноз лартма пулать. Çавăнпа та 40 çулчченхи хĕрарăмсен икĕ çулта пĕр хутчен çак мелсемпе тĕрĕсленмеллех. Кăкăра пăхса тăрасси шăл тасатасси пекех йăлана кĕмелле. Уйăх хушши пуçлансан пĕр эрнерен пилĕк таран хывăнса лайăх çутăра тăрса тата выртса кăкăрсене тĕрĕслемелле. Алăсене кĕлетке çумĕнче, айккине сарса, пуç айне хурса пăхмалла.

Ĕлĕк хĕрарăмсем нумай ача çуратса кăкăр ĕмĕртнĕ. Тăваттăмĕш ача çуратсан кăкăр ракĕпе чирлесрен хỹтĕлекен фактор аталанать. Çавăнпах хĕрарăмсене ытларах ача çуратса кăкăр ĕмĕртме сĕнеççĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче районти тĕп больницăра сывлăха упрамалли пирки хĕрарăмсемпе калаçусем, тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр.

А.ЛАПШИН,
район больницин онкологĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code