Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяр кунпа туллин усă курмалла!

Уяр кунпа туллин усă курмалла!

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый июлĕн 18-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Строительствăпа тата юсав ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусене кашни тĕл пулура тенĕ пекех çивĕч çĕклеççĕ. Сăлтавĕ çук мар. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров пĕлтернĕ тăрăх, районта халăх пуçăрăвĕпе килĕшỹллĕн пурнăçлама палăртнă 36 проектран 21-ĕшне ĕçе кĕртнĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Курнавăшсем лайăх ĕçленĕ — 5 объект хута янă. Çав вăхăтрах Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче 3 проектпа татăлайман-ха. Аслă Пăла Тимешре темрен яваплă тĕллев — Ĕç паттăрĕсен аллейине тумалла. Автомобиль çулĕсене асфальт сарасси (хаçатăн иртнĕ номерĕнче те çырнăччĕ) пĕтĕмĕшле аван пырать.

Районти тĕп строительство ĕçĕсем Елчĕкри вăтам шкулта столовăй тăвассипе çыхăннă. 250 ача вырнаçмалăх объекта «Партнер» сахал яваплă обществăн ноябрĕн 1-мĕшĕччен хута ямалла. Анчах ку срокра шкул коллективне парне тăвайĕç-ши строительсем, мĕншĕн тесен ĕç графикĕнчен самаях юлса пыраççĕ те.

Строительство ĕçĕсем пыракан участоксене Леонард Левый хăй тăтăшах тухса çỹренĕрен, шкулти тата ытти хăш-пĕр объектсенче канмалли кунсенче лăпкăлăх хуçаланнипе кăмăлсăр пулнине пытармарĕ:

— Уяр кунпа туллин усă курмалла!

Ку шухăша вăл пуçласа каламасть.Тепĕр чухне çумăр ĕçлекене канăç памасăр эрнипе лỹшкесси те пулать, вара ирĕксĕрех хыçа юлнă хĕвеллĕ кунсем аса килĕç…

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн Патăрьелти уйрăмĕн пуçлăхĕ Оксана Такмакова санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне тишкерчĕ. Вăл каланă тăрăх, тĕнчене ура çине тăратнă кăшăлвирус пуçне усрĕ тесе лăплантăмăр-ха, çавна май маскăсемпе çỹрессине те пăрахăçларĕç. Анчах пĕтĕмпех мар. Суту-илỹ центрĕсенче тата обществăлла апатлану предприятийĕсенче çынсем хỹтĕлев маскипе пулмаллах! Ковид хăйĕн вăйне ытларах кĕркунне кăтартма пуçлать. Çавна май вакцинаци тутарасси те кун йĕркинчи çивĕч ыйту шутĕнчех.

Вĕренỹ организацийĕсен çумĕнче июнь уйăхĕнче 21 кун хушши ачасен сывлăх çирĕплетĕвĕн лагерĕсем ĕçленĕ. Çав тапхăрта Роспотребнадзор специалисчĕсем вĕсене виçĕ хутчен тĕрĕсленĕ. «Ĕлĕкхи» кăлтăксем те пур иккен. Инвентаре марка лартассине, кухня чỹречисене москит сетки вырнаçтарассине йĕркелемен тĕслĕхсене тупса палăртнă. Оксана Борисовна каланă тăрăх, чашăк-тирĕке тĕрĕс çума пĕлни те кирлĕ.

Район прокуратури те шкулсенчи лагерьсен ĕç-хĕлне çулсерен тĕрĕслет, анчах кашнинче тенĕ пек çав çитмен-лĕхсемех.

2014 çултанпа çĕршывра «Раççей шывĕ» акци пырать. Унта пирĕн тăрăхри шкулсенчи волонтерсемпе тимуровецсем те хастар хутшăнма кирлине райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова палăртрĕ. Тĕллев кỹлĕ-пĕве, юхан шыв хĕррисене ăпăр-тапăртан тасатассипе çыхăннă. Ырă юхăма пикенекен ушкăнăн малтанах ятарлă сайтра регистрациленмелле, акцин номинацине суйласа илмелле. Çак тата ытти ыйтусене тĕплĕнрех район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн экологĕпе 2-53-73 номерлĕ телефонпа çыхăнса пĕлсен аван.

Канашлура хăй тĕллĕн ĕçлес текенсем (самозанятые) пирки те сăмах пычĕ. Вĕсене харпăр хăйĕн ĕçне йĕркелеме бюджетран укçа-тенкĕ те уйăраççĕ. Районта çав йышра планпа килĕшỹллĕн пĕтĕмпе 1038 çын пулмалла. Хальлĕхе 159 çеç.

Кăçал Сосновский пултăранне (борщевик) тĕп тума Аслă Таяпа, Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсене пĕтĕмпе 1 миллион та 458 пин тенкĕ уйăрнă. Ăна тĕллевлĕ усă курса çум курăка пĕтерес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Туса ирттернĕ ĕçсем пирки хаçат редакцийĕ те хăй енчен пĕтĕмлетỹ тăвĕ. Е тата: «пирĕн районта усă курман çĕр лаптăкĕсем çук» шухăша та тишкерĕпĕр…

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code