Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çивĕч ыйтусем тавра

Районти тĕп больницăна республикăри клиника онкологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕн çумĕ Александр Мыциков ĕçлĕ тĕл пулупа килсе кайнă.

Вăл шыçăсене малтанхи тапхăрта тупса палăртасси пуçламăш медицинăпа санитари звенисен яваплăхĕнчен килнине, ку тĕлĕшпе медицина ĕçченĕсен професси ăсталăхне туллин кăтартмаллине палăртнă. Çавăн пекех Александр Витальевич ФАП заведующийĕсемпе тата пуçламăш звенори врачсемпе çак хăрушă чир пирки канашлу ирттернĕ.

«5 баллов» — Мускавра

Хальхи вăхăтра районти «5 баллов» управлени команди Пĕтĕм Раççейри «Флагманы образования. Муниципалитет» професси конкурсĕн çурма финалĕнче тупăшать.

Команда йышĕнче — райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова, ИМЦ директорĕ Елена Никифорова, çамрăксемпе ĕçлекен специалист Марина Вастулова, Курнавăш шкул директорĕ Анфиса Ефимовăпа унăн çумĕ Евгения Корнилова.

«Россия — страна возможностей» коммерциллĕ мар автономлă организаци çак конкурса иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче пуçарса янă. Ăна «Вĕренỹ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн «Кашнийĕн валли социаллă лифтсем» федераци проекчĕ вĕренỹ тытăмĕнчи пултаруллă ертсе пыракансене тупса палăртас тата хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Паттăрсен аллейи

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче часах Паттăрсен аллейи çĕкленсе ларĕ.

Ку тăрăхра пурăнакансем мăн асаттесен йăли-йĕркине упрас, вĕсене аталантарса пырас тесе ăнтăлаççĕ. Мухтанма сăлтавĕсем те нумай: Энтепере Совет Союзĕн Геройĕ Семен Андреев çуралса ỹснĕ, «Победа» колхозри 8 ĕçчен Социализмла Ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕ. Паян та харсăр çынсем йышлă кунта. Çавна май 10 ял халăхĕ Паттăрсен аллейине уçма сĕннĕ те. Ял тăрăхĕн администрацийĕпе культура çурчĕ çумĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă ветерансене асăнса палăк лартнă. Халĕ ун çывăхĕнче аллея йĕркелени питех те килĕшỹллĕ, çамрăк ăрусемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code