Вторник, 16 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкул автобусĕ çула тухать…

Шкул автобусĕ çула тухать…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый августăн 15-мĕшĕнче ирттернĕ канашлăва райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, организацисемпе учрежденисен ертỹçисем хутшăннă. Унта район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Канашлу кун йĕркине кĕртмен чи çивĕч ыйтуран пуçланчĕ. Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин иртнĕ эрнере Елчĕкри нумай хваттерлĕ йывăç çурт çунса кĕлленни, Аслă Шăхальти пĕр хуçалăхăн хуралти çуннă пирки пĕлтерчĕ. Малтанхи тĕслĕхĕнче çын пурнăçĕ те татăлнă. Кăçал çак тапхăра 10 пушар регистрациленĕ, пĕлтĕр — 15.

Район центрĕнчи хваттерсенче тахçанах никам та пурăнман. Çавна май Леонард Левый ялсенчи пушă çуртсен «шăписене» татса парассипе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Кашни ялтах вуншар вĕсем. Тайăлнă хапхасем, çĕр çине тĕшĕрĕлнĕ сарай-хуралтă, тем çỹллĕшне кармашнă хыт хура вара сăтăрла ĕç тума условисем туса паниех мар-и?

Ăçта вара чăн-чăн хуçа — унта çăтмах тейĕн. Вырăнти территорисене тирпей-илем кỹрес, хăтлăлатас тата симĕслентерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ районти конкурса пĕтĕмлетрĕç. Унпа райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров паллаштарчĕ. Пилĕк номинацире иртнĕ тупăшăва пĕтĕмпе 36 ĕç коллективĕ тата уйрăм çемьесем хутшăннă. Елчĕксемсĕр пуçне ытти ял тăрăхĕсен администрацийĕсем 4 номинацие те хутшăнмалла пулнă, анчах ку тĕлĕшпе пуçаруллисем Аслă Таяпасем кăна.

Тĕрлĕ номинацире çĕнтернисене Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Вĕсен йышĕнче: Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул, Кавал ялĕнчи библиотека, Аслă Елчĕкри Калинин урамĕ, Елчĕкри Октябрь урамĕнчи нумай хваттерлĕ 26-мĕш çурт, Çĕнĕ Пăвари Садовая урамĕнчи Игорь Докторовăн кил умĕнчи çĕр лаптăкĕ.

Тирпей-илем, куçа йăмăхтаракан чечексем, юмахсенчи чĕр чунсен кỹлеписем… ылтăн алăллă çынсен чун-кăмăлĕпе пурнăçланнă. Вăл илеме никам та аркатма хăяймĕ…

Часах çĕнĕ вĕренỹ çулĕ те пуçланать. Шкулсем, хушма пĕлỹ паракан учрежденисем ачасене кĕтсе илме хатĕр. Ятарлă автобуссемпе ĕç-пуç еплерех? Ыйтăва райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов уçса пачĕ.

13 шкул автобусĕпе 718 ачана 30 ялтан турттарма пуçлĕç. Икĕ енлĕ инçĕш 862,5 километрпа танлашать. Автобуссене спутник навигацийĕн ГЛОНАСС тытăмне вырнаçтарнă. Вĕсене çỹретме опытлă водительсене çирĕплетнĕ. Ачасен ушкăнне турттарассинче уйрăм требовани те пур: шкул автобусĕн «ĕмĕрĕ» 10 çулпа танлашать, ун пек чухне унпа усă курма сĕнмеççĕ. Çавнашкал лару-тăрури Курнавăшри тата Кушкăри вăтам шкулсен коллективĕсем кăçал çĕнĕ техника уйăрса парасса питĕ шанаççĕ.

Сăмах ачасем хăйсем тĕрлĕ ярăну хатĕрĕсемпе усă курни пирки те тухрĕ. Хурлăхлă тĕслĕхсем — скутерпа, мотоциклпа, электросамокатпа çапăннисем сахал пулнă-им республикăра. Çул-йĕр правилисене пăхăнас ыйтупа профилактика ĕçĕсене вăйлатни кирлех, мĕншĕн тесен каникулта ачасен тимлĕх чакни куç кĕрет. Вĕсен кашнин çинче çутта хирĕç çутатакан хатĕр пулмалла. Автоçул хĕррипе пынă е çул урлă каçнă чухне уйрăмах асăрханмалла.

Канашлура ытти ыйтусене те хускатрĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code