Кăçал çулла республикăри юхан шывсемпе пĕвесенче 26 çын путса вилнĕ. Çав шутран 4-шĕ — çула çитмен ачасем.
Шел пулин те, шыва кĕме халăх чылай чухне ятарласа палăртман вырăнсене суйлать. Пĕлмен, тĕрĕсленмен вырăнсенче шыва кĕрсен инкек пуласси те инçе мар. Ятарласа уйăрнă вырăнсем шанчăклă пулнине, вĕсенче шыва кĕмелли сезон уçăлас умĕн водолазсем тĕрĕслев ирттернине асра тытмалла.
Тарăн шыва çыран хĕрринчен тỹрех чăмма юрамасть. Унсăрăн пуçпа шыв тĕпне тăрăнма, мăй сыппине хуçма, тăна çухатса вилме пулать. Маларах таса пулнă вырăна та ăнсăртран кĕлеткене амантакан хăрушă тимĕр-тăмăр е ытти хатĕр пăрахма пултарнине асра тытăр.
В.РЫБКИН.