Августăн 28-мĕшĕнче — Успени кунĕнче Патреккелсем ял уявне паллă турĕç.
Тĕп мероприятисем каçхине 19 сехетре ялти культура керменĕ çумĕнчи площадкăра иртрĕç. Ял халăхĕ те, килнĕ хăнасем те йышлăн пуçтарăнчĕç. Малтанах вĕсем культура çурчĕ умĕнче конкурса хутшăнса алă ĕçĕсенчен тата апат-çимĕçрен хатĕрленĕ «Чи тутлă сăра тăвакан», «Камăн кукăлĕ тутлăрах?» куравсемпе паллашрĕç. Уяв программи анлă та пуян пулчĕ. «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан халăх хорĕ пуçтарăннă халăха илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.
Уяв кĕрекине пухăннисене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова саламларĕ. Алина Геннадьевна праçник умĕн йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетрĕ. «2022 çулхи чи лайăх урам» ята Набережная урам çĕнсе илнине пĕлтерчĕ вăл. «Чи лайăх уйрăм хушма хуçалăх» хуçи Александр Львов, «Чи лайăх кил-çурт» Владимир Воронцовăн пулнине палăртрĕ, çĕнтерỹçĕсене парнесемпе чысларĕ.
— Ял урамĕсем, кил-çурт таврашĕ таса та хăтлă, илемлĕ пулни пуриншĕн те аван. Çакăн евĕр конкурссене малашне те хастар хутшăнма ыйтатăп, — палăртрĕ Алина Геннадьевна.
Ялти чи ватă çынсене чысласси те йăлара. Антонина Васильевна Миллина чи асли — 96 çулта. Лидия Григорьевна Петрова, Зинаида Петровна Петрова 95 çул тултарчĕç. София Евдокимовна Воронцова пурнăç çулĕпе 94-мĕш, Лидия Ильинична Скворцова — 93-мĕш, Ольга Николаевна Петрова — 92-мĕш, Лилия Борисовна Доброхотова 90-мĕш çул пусăмлаççĕ.
Çемье — чи хаклă пуянлăх. Алла-аллăн тытăнса, шăкăл-шăкăл калаçса килĕшỹре пурăнакан çемьесем ырă ята тивĕç. Петрпа София Борисовсем, Николайпа Людмила Захаровсем, Василипе Елизавета Доброхотовсем, Николайпа Мария Филимоновсем, Петрпа Галина Доброхотовсем, Николайпа Антонина Скворцовсем, Владимирпа Розалия Скворцовсем, Анатолипе Анастасия Выйгетовсем, Валерипе Вера Кудряшовсем тата ыттисем пĕрле чылай çул тату пурăнаççĕ.
4-шар тата 3-шер ачаллă çемьесене те саламларĕç. Кăçал çут тĕнчене çĕнĕ пепке парнеленĕ Оксанăпа Федор Горшковсем, çĕнĕ çемье чăмăртанă Александрпа Светлана Воронцовсем те тимлĕхсĕр юлмарĕç уявра. Илемлĕ юрă-кĕвĕ кашниншĕн пысăк парне пулчĕ.
Спорт мероприятийĕсем, халăх вăййисем уяв илемĕ пулчĕç.
Юрий Кашкăр юрăç-композитор, Геннадий Борисов, Наталья Антонова, Наталийăпа Вениамин Муллинсем, Елена Плотникова, «Тускил» вокалпа инструмент ансамблĕ тата ыттисем хăйсен юрри-ташшипе хаваслăх кĕртрĕç.
Праçникпе кашниех кăмăллă юлчĕ.
Елена ПЕТРОВА.