Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ылтăн кĕркунне» курав йыхравĕ

«Ылтăн кĕркунне» курав йыхравĕ

«Ылтăн кĕркунне» курав кăçал октябрĕн 5-8-мĕшĕсенче Мускав çывăхĕнчи Кубинка хулинче иртет. Ăна 24-мĕш хут йĕркелеççĕ.

Курава хăнасем тĕрлĕ регионран килсе çитмелле. Унта Чăваш Енри предприятисем те хутшăнаççĕ. Мероприяти вăхăтĕнче «çавра сĕтелсем», форумсем, тĕл пулусем, дискуссисем йĕркелеççĕ.

Иртнĕ çулхи куравра та Чăваш Республикинчи аграрисем хăйсен продукцине тивĕçлĕ шайра кăтартнă, 71 медаль çĕнсе илнĕ пулнă. Вĕсенчен 61-шĕ вара — ылтăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code