Кăçалхи вырма ĕçĕсем çанталăка пула каярах юлса пуçланчĕç пулин те, çĕр ĕçне чунтан юратса пурнăçлакан комбайнер-механизаторсен тивлетне пула ĕç кал-кал иртрĕ. Çак сăмахсем тỹррĕнех Юрий Мясников ертсе пыракан «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракансене пырса тивнĕн туйăнаççĕ.
Уй-хире чи малтан Александр Волков КСУ-1 йышши çулакан агрегатпа тухрĕ, çапла майпа вăл вырма каçалăкне уçакан пулнипе палăрса юлчĕ. Шанса панă ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлама хăнăхнăскер, хальхинче те пĕтĕм лаптăкри тырра кушăхтарма паккуса хывса комбайнсене ĕçлеме пысăк çăмăллăх туса пачĕ. 655 гектар çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕлеме 3 комбайн хутшăнчĕ. Чи пултарулли, чи пысăк кăтартăва çывхартаканни Дмитрий Егоров пулчĕ. Вăл «Вектор-410» комбайнпа пурĕ 10582 центнер, «АГРОС-585» «уй-хир карапĕпе» ĕçленĕ Валерий Сергеев — 10388, Вячеслав Мясников 10388 центнер тырă çапса тĕшĕлерĕç. Анатолий Багадеров, Алексей Чернов, Анатолий Гаврилов водительсем çапса тĕшĕленĕ тырра йĕтеме турттарса тăчĕç. Кунта сортировка витĕр алласа тасатнă хыççăн ал тупанĕ çинче ылтăн пекех курăнакан тырра Сергей Афанасьев водитель ятарлă управсене турттарчĕ. Сăмах май, тĕш тырă упрамалли çак меллĕ управ-ангарсене хуçалăхра иртнĕ çулсенче хăпартса лартнă. Надежда Афанасьевăпа Алевтина Старостина ангарсене турттаракан тырра йышăннă çĕрте тимлерĕç. Çăмăлпа пулман çак пысăк пуянлăха тăкса-купаласа хунипе анчах мар-çке! Зоя Алексеева — кладовщик-весовщик. Çак яваплă ĕçре пуçаруллă та тимлĕ пулнине палăртаççĕ ăна пĕрле ĕçлекенсем.
Ĕлĕкрех йĕтемри тырра алласа тасатасси кăткăс ĕç шутланнă пулсан, халĕ апла калаймăн та. Мĕншĕн тесен темиçе çул каялла унта вырнаçтарнă çĕнĕ оборудование Николай Тимофеевпа Николай Иванов машинистсем пĕр тикĕссĕн ĕçлеттернине кура хиртен килекен тырра çийĕнчех тасатса пыма ĕлкĕрсе пычĕç.
Кукурузăран силос хатĕрлес ĕç те кал-кал пулса пычĕ. 70 гектар çинче çитĕннĕ «уй-хир пикине» çумăрлă çанталăк пуçланиччен алла илчĕç. Выльăх апачĕ пухса кĕртекен «Дон» йышши комбайна Валерий Сергеевпа Валерий Иванов яланхиллех тухăçлă ĕçлеттерме пултарнипе палăрчĕç.
«Рассвет» ЯХПКра кашни çул тухăçлă тыр-пул çитĕнтернине пĕлетпĕр. Юрий Мясников председатель кăçал та пурĕ 28928 центнер, 1 гектар пуçне шутласан 44,2 центнер тĕш тырă пухса кĕртнине палăртрĕ. Сортсене çĕнетсе пыни, минераллă удобренисемпе туллин усă курни, паллах, тухăçа ỹстерме нумай пулăшать. Апла пулин те çитес çулхи тыр-пул никĕсĕ пирки те паянах шутламалла. Çакна асра тытса кĕрхи культурăсене 220 гектар çинче агротехника хушнă вăхăтра акса хăварнă. Паллах, çĕре лайăх ĕçлесе хатĕрленĕ, минераллă удобренисемпе те кирлĕ таран усă курнă. Кĕр тыррисем валли çĕр хатĕрлеме те, акма та Михаил Петрова шанса панă. Вăл ăста механизатор пулнипе ят-сум çĕнсе илнĕ.
Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерес ĕçре Алексей Мясников механизатор та хăйĕн тивĕçлĕ тỹпине хывнă. Вăл калчасене шăтса тухнă хыççăн хурт-кăпшанкăран, çум курăкран хỹтĕлесе им-çам сапнă, Сергей Баймушкинпа Михаил Александров улăм пресланă çĕрте вăй хучĕç. Михаил Геннадьевич вара ирсерен халăхран сĕт пухма та ĕлкĕрет. Михаил Михайлов комбайнера пулăшакан пулса тăрăшрĕ.
…Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă пулнине кура ял хуçалăх отраслĕ çирĕп утăмсемпе малалла аталанать. «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче те çак майсемпе усă курса юлашки çулсенче хăватлă йышши нумай техника туянма пултарчĕç. Çапла майпа вĕсем ĕç тухăçлăхне, продукци туса илессине çулран-çул ỹстерсех пыраççĕ.
Людмила ЕНЕДЕРОВА,
Тăрăм ялĕ.