Ял условийĕсенче хăй тĕллĕн ĕçлес шухăшлă çынсене патшалăх енчен хавхалантарнине нумайăшĕ ырласа йышăнать.
Ял хуçалăх министерствинчен палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра республикăра 220 пин ытла çын хушма хуçалăх тытса тăрать. Вĕсенчен 25 пинĕшĕ хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ. 107 çын вара заявка парса патшалăхран 9 миллион та 400 пин тенкĕ пулăшу илнĕ. Ку укçа-тенкĕпе ял хуçалăх техники, ĕне выльăх, хурт-хăмăр туяннă, çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх витисене юсанă.
Патшалăхăн ытти пулăшу тĕсĕсем пирки аса илни те вырăнлă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама федераци те, республика та субсиди уйăрать. Уçă вырăнта пахча çимĕç çитĕнтерсе 1 тонна сутнăшăн фермер федераци хыснинчен 2 пин тенкĕ тивĕçет, çĕр улмишĕн — 3 пин тенкĕ.
Выльăх-чĕрлĕх тытакансене 1 ĕне пуçне — 5500 тенкĕ, 2-шĕн — 6500 тенкĕ (кашни пуçшăн), 3 е ытларах пулсан 7500 тенкĕ параççĕ. Çавăн пекех 1 качака е 1 сурăх тытма 500-шер тенкĕ илме май пур, анчах та пĕр хушма хуçалăха 12000 тенкĕрен ытла уйăрмаççĕ.
Хальхи вăхăтра документ çине электронлă майпа алă пусма 4 пин ытла тỹлемелле пулсан çитес вăхăтрах килĕшỹсене хут çине тỹлевсĕрех тума пулĕ. Унсăр пуçне республика шайĕнчи пулăшу тата анлăрах. Сăмахран, пушмак пăру туянма 70 пин тенкĕ уйăрса параççĕ, анчах унăн хакĕнчен 99 процент ытла мар. Кунта уйрăмлăха шута илмелле: 2 е ытларах пуçшăн çеç субсидилеççĕ. Выльăх ỹсĕмĕ 4 çултан аслă пулмалла мар.
Республика шайĕнче çавăн пекех ял хуçалăх техники туяннăшăн — 40, минераллă удобренишĕн -30, ăратлă вăкăрăн ар вăрлăхне туяннăшăн -90, тăпрана агрохими тĕпчевĕ тутарнăшăн укçан 50 процентне саплаштараççĕ.