Чăваш наци музейĕпе республикăри хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе нумаях пулмасть вăй илнĕ «Подари платок солдату» акцие республикăн мĕн пур кĕтесĕнче хапăл туса йышăннине, хĕр упраç, хĕрарăмсем çак ĕçе чун-чĕре хистевĕпе хутшăнни куç умĕнче.
Елчĕк районĕнчи чи пуçаруллă хĕрарăмсем те вăхăта тăсмасăр тĕрĕ сĕтелĕ умне ларнă. Малтан вĕсем, паллах, чăваш халăхĕн йăли-йĕркинче ĕлĕкрен çирĕпленнĕ, салтак тивĕçне пурнăçлакана ичевсĕр вилĕмрен тата ытти мĕнпур инкек-синкекрен хỹтĕлесе тăнине çирĕплетекен паллăсене аса илнĕ. Хăйсене килĕшнисене суйласа илнĕ хыççăн вĕсене тирпейлĕн таса пустав çине илемлĕ çипсемпе усă курса куçарнă.
Кашни хĕрарăм, паллах, алă ĕçне чун ăшшине парса пурнăçлать. Раççей çĕршывне хỹтĕлеме хутшăнакан, малашне салтак тивĕçне пурнăçлама хатĕрленекен арçынсенче мĕн тери пысăк шанчăк пулнине ĕненсе тĕрленĕ парнесем, пушшех, вĕсене çирĕп кăмăллă, хăюллă пулма хавхалантарасса та пурте ăнланаççĕ.
Районти хĕрарăмсен канашĕн уйрăмĕн телеграм- каналĕнче те юлашки кунсенче хыпарсем çине-çинех çĕнелсе тăчĕç. Салтаксем валли тĕрĕллĕ пĕчĕк тутăрсене хатĕрлесе çитерни çинчен вара чи малтан Елчĕкри вăтам шкулти вĕрентекенсем, Кивĕ Эйпеçри тата Кĕçĕн Таяпари хĕр-туссем çырса пĕлтерчĕç. Хăйсен ĕçне вĕсем сăн ỹкерчĕксемпе çирĕплетсе кăтартрĕç. Ун хыççăн ыттисем — Çĕнĕ Пăвари, Курнавăшри, Хăвăлçырмари пуçаруллă хĕрарăмсем хăйсен сăмахне ĕçпе çирĕплетсе пачĕç. Районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Лариса Васильева палăртнă тăрăх, ĕнерхи кун тĕлне районти хĕрарăмсем 22 тĕрĕллĕ пĕчĕк тутăр тĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Акци малалла тăсăлнипе усă курса хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи ыттисене те çак ĕçе хутшăнма ыйтать.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.