Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тикĕс çул — чун уççи

Тикĕс çул — чун уççи

Район территорийĕпе иртекен автоçулсене çĕнĕрен тăвассине, юсассине тата вĕсене пăхса тăрассине, ял тăрăхĕсенче урамсене вак чул сарассине, çул-йĕр хуçалăхĕпе çыхăннă ытти ĕçсене вăхăтра тăвасси çине район ертỹлĕхĕ çак çулсем тăршшĕпех пысăк тимлĕх уйăрать.

Хальхи пурнăç шайĕпе илсен те, урăхла пулма пултараймĕ. Мĕншĕн тесен çул-йĕр хуçалăхĕн отраслĕ районăн хальхи вăхăтри экономикин тата аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çỹлерех палăртнă ĕçсене вара, тĕпрен илсен, вырăнти пуçарусен никĕсĕ çинче обществăлла инфраструктурăна аталантарма республика бюджетĕнчен уйăракан субсиди, вырăнти бюджет тата çынсем хăйсен ирĕкĕпе пухакан укçа-тенкĕпе тăваççĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code