Хисеплĕ ентешсем!
Сире чĕререн Ашшĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Атте пуласси — питĕ яваплă та хисеплĕ тивĕç. Çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче ашшĕ-амăшĕн, уйрăмах ашшĕсен яваплăхĕ пĕлтерĕшлĕ. Кирек мĕнле çемье авторитечĕ те ашшĕн ырă ячĕпе, унăн пархатарлă ĕçĕсемпе çыхăннă. Ашшĕсем çемьене укçа-тенкĕ енчен тивĕçтернипе кăна мар, çемьешĕн тĕп тĕрек, ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулнипе хисеплĕ.
Ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерекен ашшĕсене чăтăмлăхшăн, вăй-халшăн тав тăватăп. Сирĕн килĕрте яланах ăшă та хăтлă пултăр, çывăх çыннăрсем сирĕн хỹтлĕхе туйса тăччăр. Пурнăçра ачăрсемпе мухтанмалли сăлтав ытларах та ытларах пултăр!
Сире тата сирĕн çемйĕрсене ырлăх-сывлăх сунатăп!
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.ЛЕВЫЙ.