Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виççĕмĕшĕ — ывăл

Виççĕмĕшĕ — ывăл

Çемье ачасен савăнăçлă сассипе тăнăçлă.

Районти ЗАГС пайĕнче кăçал 40-мĕш ача çуралнине регистрациленĕ. Кĕçĕн Шăхальти Сергейпе Светлана Федоровсем виççĕмĕш тĕпренчĕкне алла илнĕ. Ăна ашшĕпе амăшĕ Арсений ят хунă. Авалхи грексен чĕлхипе вăл «хастар, хăюллă» тенине пĕлтерет.

Федоровсем икĕ хĕр пĕрчи çитĕнтереççĕ. Лианăпа Дарина шăллĕшĕн питĕ хĕпĕртеççĕ. Йыш хушăннăран халĕ çемье нумай ачаллисен йышне кĕрет.

Телейлĕ ашшĕ-амăшне ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина ачан пĕрремĕш документне — çуралнин свидетельствине парса саламланă.

Сăн ỹкерчĕкре: Федоровсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code