Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малтанхи кăтартусенчен пысăкрах

Малтанхи кăтартусенчен пысăкрах

Республикăн çитес çулхи бюджечĕн тупăшĕ 77,5 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çак шутра хамăрăн тупăш — 42 миллиард тенке яхăн. Тăкаксем 80,4 миллиард тенкĕ шайĕнче.

Асăннă цифрăсем кăçалхи бюджетăн малтан палăртнă кăтартăвĕсенчен пысăкрах. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, Мускав уйăрмалли укçа калăпăшĕ хальлĕхе уçăмсăррине кура, паллах, тупăш тĕлĕшпе курăмлă тỹрлетỹсем пулĕç. Бюджет проектне хатĕрленĕ чухне консервативлă курăма тĕпе хунă, анчах вăл палăртнă плансене кăна мар, çав вăхăтрах бюджет шучĕпе тỹрре кăлармалли çĕнĕ çул-йĕрсене пурнăçлама май парать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code