Сивĕ кунсем пуçланчĕç çеç-ха, çапах хăшĕсем пĕве-кỹлĕре тин çеç ларма тытăннă пăр çине кĕме те шикленмеççĕ.
— Çанталăк сивĕтме пуçласан юхан шывсемпе кỹлĕсенче пăр ларать. Анчах ун çине вăл çирĕпленсе çитиччен кĕме васкамалла мар, унсăрăн инкек курасси те часах, — пĕлтереççĕ МЧС ĕçченĕсем.
Юхан шыв е пĕве çине пăр хулăнăшĕ 10 сантиметртан кая мар пулсан анчах кĕмелле. Çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслеме юрамасть! Пăр çинче çын çỹренĕ «сукмакпа» утмалла. Ун пекки çук тăк хăвăр маршрута палăртмалла, вăрăм та çирĕп патак илмелле, иккĕленỹ çуратакан вырăнсенчен пăрăнса иртмелле. Пăр авăнчăкрах пулнине, шатăртатнине, ун çийĕнче шыв пуррине асăрхасан-илтсен пĕр тăхтаса тăмасăр каялла таврăнмалла, урана сарса, пăр çийĕпе шутарса çĕклемесĕр (е упаленмелле) шумалла. Пăр çийĕн темиçен каçнă чухне пĕр-пĕрин хыççăн утмалла, хушă 5-6 метр пулмалла. Кайра пыраканнин малтине васкавлă пулăшу пама яланах хатĕр пулмалла. Çанталăк начар чухне (юр çăвать-и, çумăр-и, тĕтреллĕ-и) тата çĕрле пăр çине кĕмелле мар.
Инкеке лекнисене асăрхасан çăлав службин пĕрлехи телефонĕпе — 112 — шăнкăравламалла! Асăрханулăх пирки самантлăха та манас марччĕ.