Республикăра ял хуçалăх продукцийĕн 41 процентне килти хушма хуçалăхсенче туса илеççĕ.
Хушма хуçалăх тытакан ял хуçалăх продукцине çур гектартан ытла мар (Чăваш Республикин 2003 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче тухнă саккунĕпе пирĕн регионта çак виçене 1 гектара çитернĕ) лаптăк çинче туса илет, çынна тара илмесĕр ĕçлет тата унăн чĕр тавара хăйĕн хуçалăхĕнче туса илнине çирĕплетекен документсем пулсан «Килти хушма хуçалăх çинчен» саккунпа килĕшỹллĕн ăна усламçă шутне кĕртмеççĕ. Асăннă условисенчен пĕрне те пулин пăхăнмасан унăн ĕç-хĕлне предпринимательлĕх пек хаклаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа килти хушма хуçалăх тытакансен хăй тĕллĕн ĕçлекенсем евĕр регистрациленме тата «Професси тупăшĕ çине хуракан налук» ятарлă налук йĕрки çине куçма, çавна май патшалăх пулăшăвне тивĕçме май пур.
Хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленме йывăр мар. Темиçе условие анчах пăхăнмалла: никама тара тытмасăр пĕччен ĕçлемелле, çулталăкри тупăш 2,4 миллион тенкĕрен иртмелле мар тата «Професси тупăшĕнчен илекен налук» ятарлă налук йĕркипе усă курмалла. Çак йыша хальхи вăхăтра ниçта ĕçлемен çынсем те, тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленекенсем те, пĕр-пĕр вырăнта вăй хуракансем те кĕме пултараççĕ.
Çакă ялта пурăнакан тĕрлĕ професси çыннисемшĕн уйрăмах меллĕ. Тĕслĕхрен, çын ялти клубра, больницăра е шкулта ĕçлет, çав вăхăтрах хушма хуçалăх тытса ытлашши сĕте, пыла е урăх чĕр тавар сутать. Çакăн пек чухне вăл пĕр чăрмавсăрах хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленме пултарать. Вĕсен тĕрлĕ енлĕ ĕç тума, хăйсем туса илекен тавара сутма тата пурăнмалли вырăна тара пама ирĕк пур.
Ку чухне чи малтан налук инспекцийĕнче регистрациленмелле. Çакна «Манăн налук» приложенире, РФ налук службин харпăр хăй кабинетĕнче, патшалăх тата муниципалитет службисен пĕрлехи порталĕнче тума пулать. Пĕрремĕшĕ — чи ансатти. Ун урлă хăй тĕллĕн ĕçлекен чексемпе счетсем йĕркелеме, налук тỹлеме, налук службинчен справкăсем те илме пултарать. Пенси фондне ыйту тăратма, балсем пухмашкăн страховани тỹлевĕсем тума, ĕç-хĕлĕн аталанăвĕпе, тĕслĕхрен, юлашки уйăхсенче тупăш епле улшăннипе те, паллашма май пур. Кашни уйăхра мĕн чухлĕ налук тỹлемеллине те приложени хăех шутласа парать. Анчах ăна вăхăтра тỹлемеллине манмалла мар, унсăрăн пени ỹсет.
Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем ахаль çынсене те, усламçăсемпе организацисене те тавар сутма пултараççĕ. Пĕрремĕшсемпе ĕçлесен тупăшран 4 процент налук тỹлемелле, организаципе е пайтаçăпа килĕшỹ тусан — 6 процент. Тупăш пулмасан — тỹлемелле мар. Регистрациленнĕ чухне 10 пин тенкĕлĕх налук вычечĕ параççĕ. Ăна налукăн процент ставкине пĕчĕклетме уйăраççĕ, урăх счет çине куçарма, укçан илме пулмасть.
Хăй тĕллĕн ĕçленин лайăх енĕ чылай. Пĕрремĕшĕ -«сăрă зонăран» тухни, налук служби тĕрĕслевпе килсен хăрамасăр вăй хуни. Деклараци памалла мар, бухгалтери тата тупăшсемпе тăкаксен кĕнекине тытса пымалла мар. Приложени урлă чек йĕркелемелле те туянакана ярса памалла. Налук виçине шутласа вăхăт ирттерме кирлĕ мар — приложени мĕн чухлĕ тата хăçанччен тỹлемеллине хăех кăтартать. Налук виçи пĕчĕкки те — пĕлтерĕшлĕ енсенчен пĕри. Усламçăсемпе организацисенчен чылайăшне ахаль çынсемпе ĕçлеме онлайн-касса кирлĕ, ăна туянса е тара илсе тăкакланма тивет. Хăй тĕллĕн ĕçлекеншĕн приложени — касса вырăнне. Анчах çакна манмалла мар — хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн çулталăкра 2,4 миллион тенкĕрен ытла ĕçлесе илмелле мар. Тупăша çак виçерен ирттерекенсемшĕн çак программа вырăнлах пулмĕ.
Патшалăх пулăшăвне хушма хуçалăх тытакан, «Професси тупăшĕшĕн илекен налук» ятарлă налук йĕркипе усă куракан кашни çын илме пултарать. Уçă вырăнта ỹстернĕ 1 тонна пахча çимĕç сутнăшăн — 2 пин тенкĕ, 1 тонна çĕр улмишĕн 3 пин тенкĕ параççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытакансене пĕр ĕне усранăшăн — 5500 тенкĕ, 2-шĕн — 6500 тенкĕ, 3 тата ытларах пулсан 7500 тенкĕ субсиди уйăраççĕ. Пĕр сурăх тата качака тытма 500 тенкĕ илме май пур. Пĕр ĕне туяннăшăн хăй тĕллĕн ĕçлекене 70 пин тенкĕ таран, качакашăн 5 пин тенкĕ таран пулăшу парĕç. Çавăн пекех ăратлă вăкăр вăрлăхне туяннинчен пулнă тăкакăн 90 процентне, ял хуçалăх техники тата оборудовани туяннин — 40, минераллă удобрени туяннин — 30, хурт-хăмăр ĕрчетме усă куракан материалсене туяннин — 40, тăпрари агрохими тĕпчевне ирттернин — 50, вăрлăхпа лаборатори тĕпчевĕсем ирттернин 50 процентне каялла тавăрса параççĕ.