Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ. Унта Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене пурнăçлакан Алина Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ял тăрăхĕсен, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 17 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова сăмах илчĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн 2023 çулхи тата планпа пăхнă 2024, 2025 çулĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозĕпе паллаштарчĕ вăл. Район экономикипе социаллă пурнăçне, экономикăн пур отраслĕсене тата социаллă сферăна аталантарасси — чи пĕлтерĕшлĕ ыйту. Районта ял хуçалăхĕ тĕп отрасль шутланать, вăл мĕнле аталаннинчен килет те районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин ăнăçлă аталанăвĕ. Прогнозпа палăртнă тăрăх, ял хуçалăх таварĕсене туса кăларассин калăпăшĕ 2023 çулта 3540 млн (маларахри çулхипе танлаштарсан ỹсĕмĕ — 103,9 процент), 2024 çулта — 3820 млн (104,3), 2025 çулта — 4130 млн (106) тенкĕпе танлашĕ. Тĕп капитала хывакан инвестици калăпăшĕ вара 2023 çулта — 303 млн (104,2 процент ), 2024 çулта — 340 млн (106,4), 2025 çулта 384 млн (107,5) пулĕ.
Иккĕмĕш ыйтупа — райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина Елчĕк районĕн 2023 çулхи тата планпа пăхнă 2024, 2025 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен доклад туса пачĕ. Прогноз тăрăх, Елчĕк муниципалитет округĕн бюджечĕн тупăш пайĕ çапларах пулĕ: 2023 çулта — 449,3 миллион тенкĕ, 2024 тата 2025 çулсенче — 408,7 тата 406,5 млн тенкĕ. Бюджетăн тăкаксен пайĕ 2023 çулта 462,9 млн, 2024 — 410,6 млн, 2025 — 408,2 млн тенкĕ. Дефицит пайĕ 2023 çулта — 13,6 млн, 2024 çулта — 1,9 млн, 2025 çулта — 1,7 млн тенкĕ. Виçĕ çулхи тапхăрта бюдждетăн пысăк пайне яланхи пекех социаллă пурнăçпа культура сферине яма палăртаççĕ. Чăваш Республикин тĕрĕслевпе шутлав палатин ертсе пыракан инспекторĕ Наталья Денисова бюджет проектне тишкернĕ май сĕнỹсем кĕртрĕ. Депутатсем икĕ ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
Малалла халăх суйлавçисем Елчĕк район администрацийĕ, районти 9 ял тăрăхĕ уйрăм муниципалитет статусне çухатнине çирĕплетекен йышăнусем турĕç. Малашне ял тăрăхĕсем муниципалитет округĕн тытăмне кĕрсе округ администрацийĕн территори пайĕсем шутланĕç. Пуриншĕн те муниципалитет округĕн пуçлăхĕ яваплă пулать. Урăхла каласан, йышăну тăвакан пĕр орган вăйра пулĕ: пĕр пуçлăх, халăх суйлакан пĕр орган, пĕрлехи бюджет тата территори аталанăвĕн планĕ.
Ларура ытти ыйтусене те тишкерчĕç.
Е.ПЕТРОВА.