Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕлĕхсем те кĕртнĕ

Çĕнĕлĕхсем те кĕртнĕ

Çĕршыв аталанăвĕ, пурăнăç хăтлăхĕ, патшалăх малашлăхĕ пирки калаçнă чух эпир ялан тенĕ пекех Николай Некрасовăн: «Сăвăç пулмасса та пултаратăн, гражданин пуласси — санăн тивĕç» — сăвă йĕркисене аса илетпĕр. Гражданлăх институчĕн тĕкĕрĕ, тĕп саккунсен пуххи — Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ.

Конституци — Раççейĕн мĕн пур право тытăмĕн шăнăрĕ пулса тăрать, ытти саккунсен шухăшĕпе пĕлтерĕшне палăртать. Конституцие йышăннăранпа документа хăш-пĕр тỹрлетỹсем кĕртнĕ. Истори çулĕпе йĕрлесен çакă паллă. 1990 çулсенче Раççей Конституцийĕ политикăн икĕ кризисне чăтса ирттернĕ. Раççей историйĕнче пилĕк Конституци çирĕплетнĕ, вĕсене 1918, 1924, 1936, 1977 тата 1993 çулсенче йышăннă. Малтанхи тăватă тĕп документ совет тапхăрĕн тата социализм сĕмĕллĕ пулнă — çỹхе, хĕрлĕ хуплашкаллă, ун çине кĕмĕлпе Раççей гербĕ сăнланнă тата ылтăнпа «Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ» тесе çырнă. Унăн инаугураци изданийĕ Кремльте çĕршыв ертỹçин библиотекинче упранать. Чĕрĕк ĕмĕр каялла йышăннă пĕлтерĕшлĕ документа хатĕрлеме пине яхăн çын хутшăннă. Тавлашуллă самант чылай пулнипе виçĕ ытла çуллăха тăсăлнă çак ĕç.

Конституцие çĕнĕлĕхсем те кĕртнĕ. Çакă, сăмахран, Раççей чикки улшăннипе тата ытти самантпа çыхăннă. Акă, 2020 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче Конституцие улшăнусем кĕртме Пĕтĕм халăх сасăлавĕ иртрĕ, граждансенчен нумайăшĕ сĕннĕ çирĕплетỹсене йышăнчĕ. Президент июлĕн 4-мĕшĕнче официаллă йĕркепе улшăнусене ĕçе кĕртесси çинчен калакан указа алă пуссан Раççей Федерацийĕн çĕнетнĕ тĕп саккунĕ вăй илнĕ.

Çĕршыври тĕп саккун гражданина пĕр тан правăсемпе ирĕклĕхсем парать. Этемĕн арçын е хĕрарăм, мĕнле раса, наци çынни пулнине, йăх-ăру несĕлне, пурлăх пуррине е çуккине, мĕнле чĕлхепе калаçнине, мĕнле тĕн тытнине, общество пĕрлешĕвĕсене хутшăннине е ытти сăлтавсене пăхмасăр пурнăç прави пур, вĕренсе пĕлỹ илме, сывлăха сыхлама тата медицина пулăшăвĕ илме, пултарулăх енĕпе ирĕклĕн ĕçлеме, хăйĕн прависене судра хỹтĕлеме, тивĕçлĕ шайри юрист пулăшăвĕ илме тата ытти те ирĕк пур.

Конституцире палăртнă саккунсемпе килĕшỹллĕн пурăнасси пирĕн кашнин тĕп тивĕçĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code