Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăнасем вăйлăрах

Хăнасем вăйлăрах

Елчĕкри «Улăп» ФОКра вăхăтсăр çĕре кĕнĕ спортсменсене асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирĕ иртнĕ.

Йăлана кĕнĕ ăмăртура Патăрьел, Комсомольски, Вăрнар, Канаш, Елчĕк округĕсенчен, Шупашкар хулинчен, Ульяновск облаçĕнчен 130 атлет кĕрешнĕ. Вунпĕр виçе категорийĕнче ылтăн медальсене пĕтĕмпех хăнасем выляса илнĕ. Елчĕксен — 7 призлă вырăн.

Турнира йĕркелесе ирттерессинче спорт шкулĕнче ĕçлекенсемпе «Елчĕк çамрăкĕсем» фонд хастарĕсем пысăк тỹпе хывнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code