Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç.
Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче районти культура керменĕнче Елчĕк районĕ 95 çул тултарнине халалласа чаплă уяв иртрĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвне тĕл пулура райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова, культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертỹçи Марина Демьянова турĕç. Леонард Васильевич мероприятие йĕркелесе ирттерме хутшăннисен ĕçне пысăка хурса хакларĕ, тав турĕ. Уяв пирки паянхи номерте тĕплĕнрех паллашма пулать…
Райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ — строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров коммуналлă хытă каяшсене турттартса тухнăшăн тỹлесси епле пынипе паллаштарчĕ. Пирĕн район Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем хыççăнхи 3-мĕш позицине тахçанах çирĕп тытса пырать: тỹлев кăçалхи ноябрь уйăхне 95 процента çитнĕ. Танлаштарма: 4-6 вырăнсенчи Канашпа Çĕмĕрле хулисен тата Комсомольски районĕн — 90-шар процент.
Ял тăрăхĕсенчен Аслă Елчĕксем регион операторĕ ĕçлеме пуçланăранпах ырă тĕслĕх илмелĕх. Вĕсен тỹлев калăпăшĕ 103,51 процент халĕ. Аслă Пăла Тимеш, Елчĕк, Тăрăм ял тăрăхĕсем те 100 процента хыçа хăварнă. Çав вăхăтрах уйрăм ялсенче — Вырăскассинче (85,63 процент), Çуткỹлте (91,35), Сăрьелте (91,53) пулăшушăн тỹлессине лайăхлатма кирлех.
Николай Петрович «пуçару бюджечĕ» çинче никĕсленнĕ ĕçсен калăпăшне те тишкерчĕ. Кăçал паянхи кун тĕлне 36 проектран 34-шне (23,8 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртнĕ. 2023 çула 45,1 млн тенкĕлĕх 51 проект хатĕрленĕ. Аслă Елчĕксем кунта та малтисем: 9946 пин тенкĕлĕх çул-йĕр, тирпей-илем ыйтăвĕсене татса парасшăн. Ял çыннисем, вырăнти администраци ертсе пынипе, урамсенчи çулсене щебень-чул сарса хытарассипе кăна çырлахмаççĕ — асфальт сарасси çине куçнă. Пĕлтĕр Николаев, Матросов урамĕсене çапла майпа çĕнĕ сăн кĕртнĕ, тепĕр çула вара тата виççĕшне планланă. Ялта пурăнакансем хăйсен тỹпине хывнисĕр пуçне, çак ĕçре Ленин ячĕллĕ ЯХПК председателĕ Валерий Падуев, Владимир Черновпа Геннадий Афанасьев хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Проектсен суммисем пирки калас тăк, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче 9242 пин тенкĕлĕх (12 проект), Елчĕк ял тăрăхĕнче 8312 пин тенкĕлĕх (8 проект) ĕçе кĕртмелле. Ытти ял тăрăхĕсенче ку тĕлĕшпе кăтартусем пĕчĕкрех. 51 проектран çурри урамсенчи çул-йĕре юсассипе е щебень-чул сарассипе çыхăннă.
«Пуçару бюджечĕпе» килĕшỹллĕн укçа-тенкĕн 80 процентне республика, 10 процентне ял тăрăхĕн администрацийĕ уйăраççĕ, ытти пайне пурнăçа кĕртме ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупни, пĕр тĕллевпе малашлăха утни пулăшĕ. Апла пулсан уйрăм пайтаçăсемпе тĕрлĕ шайри ĕç тытăмĕн пуçлăхĕсем те айккинче юлмĕç.
(Хамăр корр.).