Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Манăн çемье йăли-йĕрки»

«Манăн çемье йăли-йĕрки»

Çемье пĕлтерĕшне ỹстерес, йăхран-йăха пыракан ырă йăла-йĕркене малалла аталантарас тĕллевпе тата ЗАГС органĕсене туса хунăранпа 115 çул çитнĕ май республикăра «Манăн çемье йăли-йĕрки» конкурс ирттереççĕ.

Унта хамăр тăрăхра пурăнакан пур çемье те хутшăнма пултарать. Вĕсен хăйсен çемйинче ламран-лама куçса пыракан ырă йăла-йĕркепе паллаштаракан пултарулăх ĕçĕ тăратмалла: эссе, очерк, калав, сăвă… Мĕн çырнине сăнарлăн сăн ỹкерчĕксем, видеоролик урлă кăтартса парсан лайăхрах.

Конкурса хутшăнакансен чи малтанах пултарулăх ĕçĕн ятне палăртмалла (туй йăли-йĕрки, наци йăли-йĕрки, çемье канăвĕн йăли-йĕрки…). Малалла вара çав йăла-йĕркен тĕллевĕ, ăна мĕнле йĕркелесе ирттерни, хăш вăхăтра тата камсем пуçарса яни, йăхри миçе сыпăк ăна тытса пыни тата мĕншĕн çакă çемьешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни пирки тĕплĕн çырса кăтартмалла. Хатĕр ĕçсене кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕччен вырăнти ЗАГС уйрăмне тăратмалла е тỹрех çак адреспа: 428003, Шупашкар хули, Ленинградская урамĕ, 31-мĕш çурт, ярса памалла.

Конкурса ноябрĕн 15-мĕшĕччен пĕтĕмлетеççĕ, çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе наградăлаççĕ.

Н.БАЙМУШКИНА,
районти ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code