Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Пурнăçа упрать

Пурнăçа упрать

Çул-йĕр правилисене пăхăнни инкекрен упрать.

Хĕл кунĕнче çумăр çунă май çул-йĕр пăрланнăран техникăпа тата çуран çỹреме питĕ кансĕр. Ку вăхăтра уйрăмах асăрхануллă пуласчĕ.

Кăçал паянхи кун тĕлне район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче 9 авари (иртнĕ çулхи çак тапхăрта — 8) пулнине регистрациленĕ, инкексенче 10 (10) çын аманнă. Вунă уйăхра ГИБДД ĕçченĕсем район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче водительсем тата çуран çỹрекенсем административлă право йĕркине пăхăнман 1231 тĕслĕхе (иртнĕ çул — 939) тупса палăртнă, 42 (53) водитель руль умне ỹсĕрле ларнă. Çул çинче яланах йĕркене çирĕп пăхăнар, пĕр-пĕрне хисеплер.

А.СЕРГЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code