Ĕнер РФ прокуратурин ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Професси уявне йĕркелесси çинчен калакан Указа РФ Президенчĕ Борис Ельцин 1995 çулта йышăннă.Уяв кунне историе тĕпе хурса палăртнă. Ведомство ĕçне 1722 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче пуçарса янă. Пĕрремĕш Петĕр император йышăнăвĕпе генеральнăй прокурор постне туса хунă. Ĕмĕрсем иртнĕ май прокуратура аталанса та çирĕпленсе анчах пырать.
Елчĕк район прокуратурине хальхи вăхăтра А.Кудряшов юстици советникĕ ертсе пырать. Александр Николаевич 2005-2010 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче юридика факультетĕнче пĕлỹ илнĕ, 2010 çулта Йĕпреç район прокуратуринче ĕçлеме пуçланă — прокурор пулăшуçи пулнă. Унтан Канашри районсем хушшинчи прокуратурăра прокурор пулăшуçи, аслă пулăшуçи, Муркаш район прокуратуринче прокурорăн аслă пулăшуçи, Тăвай районĕн тата Çĕрпỹ хулин прокуратурисенче прокурор çумĕ пулнă. Пĕр хушă вăл Чăваш Ен прокуратуринче федераци саккунĕсене пăхăннине тĕрĕслекен управленин прокурорĕнче ĕçленĕ. Çемьеллĕ, Татьяна Владиславовнăпа ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ.
Хальхи вăхăтра район прокуратуринче ертỹçĕпе пĕрле 5 сотрудник тăрăшать. Прокурор çумĕ — юстици советникĕ Вячеслав Путяков, прокурор пулăшуçи Вероника Кузнецова, ертсе пыракан специалист Татьяна Тимофеева тата Юрий Петров водитель.
Прокуратура ĕçченĕсем саккунсăрлăха тата йĕркесĕрлĕхе пĕтерес, граждансен тата патшалăх ирĕкĕсемпе интересĕсене хỹтĕлес ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тăрăшаççĕ. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетес пулсан, прокуратура сотрудникĕсем саккуна пăснă 1213 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă. Саккунсăр 162 право актне хирĕçленĕ. Граждансен тата патшалăх интересĕсене хỹтĕлесе суда 108 тавăç тăратнă. Судсем вĕсене пурне те тивĕçтернĕ, йĕркесĕрлĕхе пĕтерме хушса предприятисемпе организацисен, учрежденисен, патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисен тĕлĕшпе 412 кăтарту тăратнă, должноçри 384 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Прокуратура йышăнăвĕпе должноçри 97 çын тĕлĕшпе административлă протокол хатĕрлесе тивĕçлĕ айăплав тăратнă.
Тĕп тĕллевсен шутĕнче — преступленисемпе, çав шутран коррупципе кĕрешесси, патшалăх тата муниципалитет тĕрĕслевĕсене ирттернĕ чух предпринимательсен ирĕкĕсене хỹтĕлесси, патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курнă чух, ЖКХ тытăмĕнче, çут çанталăка сыхлассипе, çĕрпе, граждансен ĕçлев прависемпе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине асăрхаса тăрасси тата ытти те. Çул çитмен ачасен, инвалидсен… — мĕн пур çын прависене хỹтĕлесси чи малтан пурнăçламалли тĕп ыйтусен шутĕнче. Граждансен ирĕкĕсене хỹтĕлессипе йышăннă саккунсем районта туллин пурнăçланса пыраççĕ.
— Хамăр ĕç-хĕле çутатас тата уçăмлă тăвас, халăха саккунсемпе паллаштарас тĕллевпе массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. 2022 çулта пичет хатĕрĕсенче («Елчĕк ен» хаçатра, социаллă сетьсенче) 740 материал кун çути курнă. Пĕтĕмлетсе каласан, çын прависене сыхлас, преступлени çулне пỹлес тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçлатпăр, саккуна пăсакана тивĕçлипе явап тыттаратпăр, — палăртать А.Кудряшов. — Професси уявĕпе — Раççей прокуратурин ĕçченĕн кунĕпе чун-чĕререн саламланă май прокуратура сотрудникĕсемпе ветеранĕсене ăнăçусемпе çитĕнỹсем, çирĕп сывлăх тата телей сунатăп.
Е.ПЕТРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Елчĕк район прокуратурин ĕçченĕсем.