Лаша пуласси тихаран паллă пулсан, журналист е ялкор пуласси те ачаранах палăрать. Калем ăсталăхĕ çынра ăнсăртран çуралмасть — мĕн кĕçĕнрен вăй илет.
Çивĕч ăс-тăнлă та хастар, хăйсен тавра, шкулта, ялта мĕн пулса иртнине сăнама тата çакна çырса кăтартма кăмăллакан çынсем хăйсене мĕн пĕчĕкренех кăтартаççĕ. Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсен умĕн «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче хастар ялкорсем — Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Зинаида Портновăпа Владимир Плотников (сăн ỹкерчĕкре) пулчĕç. Пĕр ял çыннисем — хаçатăн çывăх тусĕсем, хăйсен тĕрлĕ темăллă статйисемпе хаçат страницине пуянлатакансем, хаçат тĕрекĕ. Çырас туртăм хăйсенче ачаранах çуралнине, ăна чăваш тата вырăс чĕлхисемпе литературине вĕрентнĕ учительсем аталантарса пынине, шкул çулĕсенче хăйсем класри, шкулти редколлеги членĕсем пулнине хыпарлаççĕ вĕсем.
— Хаçатра пĕрремĕш заметка пичетленни ĕмĕрех асра юлать. Пуçласа хаçатра 5-мĕш е 6-мĕш класра пичетленнĕччĕ, йытă çинчен «Хỹшĕре пурăнать Кампур» сăвă çырнăччĕ, — кăмăллăн аса илет Владимир Михайлович.
В.Плотников 41 çул ялти шкулта учительте, çав шутран 10 çул директорта тăрăшнă. «Елчĕк енре» вăл тăван шкул, ял историйĕпе çыхăннă материалсем пичетлет. «Янтиковской школе — 130 лет» кĕнеке авторĕ çывăх вăхăтра ял кун-çулне çутатакан кĕнеке кăларас ĕмĕтлĕ.
З.Портнова 21 çул библиотекăра, 19 çул ача садĕнче воспитательте, заведующинче тăрăшнă. Ĕмĕрĕпех обществăлла ĕçре хастар пулнăскер пĕр хушă ялти хĕрарăмсен канашне ертсе пынă, хальхи вăхăтра — ветерансен канашне. Ялти харсăр ветерансем, телейлĕ çемьесем, ашшĕ-амăшĕ çинчен статьясем калăплать вăл ытларах. Сăвăсем те çырать, çавна май сăвă пуххисен кĕнекине пичетлесе кăларма пултарчĕ.
Журналистсемпе ялкорсен хушшинчи уçă калаçу пичет ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем, хаçат пурнăçĕ тавра йĕркеленчĕ. Хаçат ĕçченĕсем ялкорсене çывхаракан уявпа саламланă май туслă çыхăну тытнăшăн пысăк тав сăмахĕ каларĕç.
Е.ПЕТРОВА.