Ырми-канми ĕçпе, çын хушшинче хăйсене тивĕçлĕ тытса ят-сум çĕнсе илнĕ çынсем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Вĕсенчен пĕри — Елчĕк ялĕнче пурăнакан Анатолий Кузнецов.
Анатолий Николаевич 1953 çулта Аслă Шăхаль ялĕнче кун çути курнă. Ашшĕпе амăшĕ — Николай Александровичпа Екатерина Борисовна тăван хуçалăхра тăрăшнă. Ашшĕ пĕр хушă сутуçă пулса та ĕçленĕ, Анатолий 5 ачаран 4-мĕш пулнă. Ỹссе çитĕнсен пĕр тăвансем тĕрлĕ професси суйласа илсе тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă тата тăрăшаççĕ: тимĕрçĕ, комбайнер, водитель, пушар хурал ĕçченĕ…
Анатолий ачаранах ларса-тăма пĕлмен ача пулнипе палăрнă. Хастар октябренок, пионер, комсомолец вĕренỹре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, шкулти, ун тулашĕнчи ĕçсенче хастар пулнă. Çуллахи каникулсем вăхăтĕнче тăван колхоз ĕçне хутшăннă. Çĕнĕ Пăва шкулĕнчен 9-мĕш класран вĕренсе тухсан çамрăк техника енне туртăнма пуçлани сисĕннĕ. Хастар комсомолец комбайнерта тăрăшма пуçланă, малтан-мала ăнтăлса ĕçлесе çамрăксен хушшинче мала тухса вымпел çĕнсе илнĕ.
Ашшĕ — Николай Александрович — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ пулнă май, ывăлĕсене патриотла воспитани парассинче витĕмлĕ тĕслĕх пулнă. Вăл Аслă Çĕнтерĕве Германи çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ. Шăпа вара ывăлĕсене те — Анатолипе Левăна салтак тивĕçне Германи çĕрĕ çинче пурнăçлама пỹрнĕ.
Шкул хыççăн пĕр хушă тăван хуçалăхра тăрăшать Анатолий, 1969 çулта вара Канашри 1-мĕш номерлĕ СПТУна вĕренме кĕрет. Кунта пĕлỹ илсе тракторист-машинист специальноçне алла илет. Хуçалăхра кăштах ĕçленĕ хыççăн районти çар комиссариачĕ урлă Канашри водительсен автоклубĕнче пĕлĕвне малалла ỹстерет. Пĕр хушă Елчĕкри «Илем» йăла çуртĕнче водительте тăрăшать. 1971 çулхи ноябрь уйăхĕнче Совет çарĕн ретне тăма ят тухать. Гюстров хулинчи 5-мĕш танк бригадин мотострелоксен батальонĕнче службăра тăрать. Малтанхи çулсенче водительте ĕçлет, каярах ăна урапаллă машинăсене юсакан мастерской уйрăмĕн командирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Кунта та пысăк тăрăшулăхпа палăрать вăл. Рядовойран пуçласа аслă сержант таран ỹсет. Таса чунлă, яваплă, тĕрĕслĕхе мала хуракан, çар çыннин ятне çỹллĕ шайра тытакан салтак тивĕçе чыслăн пурнăçлать, командирсемшĕн ăста пулăшуçă, салтаксемшĕн чăн-чăн юлташ пулнăран кунта та пысăк хисепе çĕнсе илет Елчĕк каччи: «Совет Çарĕн отличникĕ» паллăна тивĕçет, унăн ятне чаçри Хисеп кĕнекине кĕртеççĕ. Вăл службăра тăнă вăхăтра ашшĕ-амăшĕ çар чаçĕн командованийĕнчен 2 хут та Тав çырăвĕ илет, тивĕçлĕ ывăл, салтак çитĕнтернĕшĕн хăйсене тав туни вĕсен чунĕсене ăшăтнă паллах.
Çартан таврăнсан пĕр хушă комбайнерта, водительте тăрăшать Анатолий. Каçхи шкулта вĕренсе вăтам пĕлỹ илсен вăй питти те тĕреклĕ çамрăка 1976 çулта Елчĕкри шалти ĕçсен пайне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. 1979 çулта патшалăх пушар хурал тĕрĕслевĕн инспекцийĕн инспекторĕ, каярах начальникĕ пулма çирĕплетеççĕ ăна.1988 çулта Иваново хулинчи пушарпа техника училищинче куçăмсăр майпа вĕренет, «организаци тата пушара хирĕçле хỹтĕлев техники» специальноçне алла илет.
1991 çултан пуçласа 1995 çулччен ЧР ШĔМĕн Елчĕкри 23-мĕш пушарпа çăлав отрячĕн начальникĕ, 1995-1998 çулсенче 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕн начальникĕ пулса тăрăшать. А.Кузнецов ĕçе тĕплĕ пĕлекен, ĕçченсенчен çирĕп ыйтакан, пуçаруллă ертỹçĕ пулнипе палăрать. Пушара васкавлă сỹнтересси тата унăн шутне чакарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать вăл ертсе пыракан команда. Ĕçе ансатлатас, ĕçлекенсене тивĕçлĕ условисем туса парас енĕпе тăрăшса ĕçлет ертỹçĕ. Пушар хурал чаçĕнче пурлăхпа техника базине те çĕнетсех пырать. Вăл йĕркелесе пынипе1993 çулта пушар хурал çурчĕ çумне хушма çурт тата гараж хăпартса лартаççĕ, администраци çуртĕнче бокссем хута яраççĕ. Çак çулсенчех районти чылай ялта пушар ДЕПОвĕсен çĕнĕ çурчĕсене хăпартаççĕ, пушар сỹнтерекен çĕнĕ автомашинăсем туянаççĕ. А.Кузнецов ĕçе çăмăллатса иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнчех компьютер технологийĕсене пурнăçа анлăн кĕртет. Çак çулсенчех пушар хурал чаçне «Елчĕк крахмалĕ» агрофирма УАЗ-409 автомашина парса пулăшнине ырăпа аса илет паян районти пушар хурал ĕçченĕсен ветеранĕсен канашĕн председателĕ.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…
Е.ПЕТРОВА.