Тĕмерте пурăнакансем рынок самани пуçланнăранпах ялти пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене халăхпа пухăнса тата ял çыннисенчен пуçтарнă укçа-тенкĕпе пурнăçлаççĕ.
Юлашки вăхăтра «Пуçару бюджечĕ» проектпа анлă усă курма тытăнчĕç. Виçĕм çул çак меслетпе аслă çултан пăрăнса яла анакан çул пуçламăшĕнче куçа илĕртекен стела вырнаçтарнăччĕ. Çулталăк вĕçленес умĕн ял варринче таса çăлкуçпа юнашар шыва кĕмелли вырăна пилĕк стеналлă çурт вырнаçтарса лартрĕç.
Турă шыва кĕнĕ кун чиркỹре кĕлĕ вĕçленнĕ хыççăн ял çыннисем çак сăваплă вырăна пуçтарăнчĕç.Турă хĕресне çĕкленин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Петр Иванов протоиерей çурта светит тунă хыççăн шыва тасатрĕ. Пухăннисем çакăн хыççăн çветтуй шыва савăт-сапа çине тултарса килĕсене илсе кайма пултарчĕç.
Тĕмерти кашни çемье тенĕ пекех шыва кĕмелли вырăна тума хутшăннă. Çак кун сăваплă ĕçре палăрнă хастарсене Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн начальникĕ Геннадий Ловкин Хисеп грамотисем парса чыс турĕ.
Таса çăлкуçра шыва кĕмелли вырăн тăвас ыйтăва иртнĕ çул ялти ытти чылай ĕçсене пуçарса ертсе пыракан, Чăваш Республикин Прокуратурин ветеранĕ Николай Муллин юрист хускатнă. Вăлах ялти чиркĕве килнĕ Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитĕнчен Савватирен тата ялти чиркỹ настоятелĕнчен Петĕр аттерен пил ыйтнă. Пысăк ĕçе пурнăçлама пуçару бюджечĕпе усă курма шутланă. Ун тăрăх пĕтĕм ĕçсемпе материалсен хакĕн 20 процентне — 428 пин тенке халăхран пуçтармалла пулнă.
— Пуçару бюджечĕн йĕркипе халăхран хывмалли укçана икĕ тапхăрта пуçтарса ятарлă счет çине хывмалла. Çак самаях пысăк суммăна пуçтарма ялта пурăнакансем те, тĕрлĕ тăрăхра тĕпленнĕ ентешсем те пулăшрĕç. Никама та хистемен, кам мĕн чухлĕ пама пултарнă — çавна панă, — пĕлтерет Николай Анатольевич. — Акă, халĕ Саратов хулинче пурăнакан ентеш Юрий Аверкин предприниматель 40 пин тенкĕ куçарса пачĕ. Вуншар пин тенкĕ паракансем йышлă пулчĕç. Вĕсен йышĕнче хамăр ялти, Аслă Таяпари, Хăвăлçырмари, Лаш Таяпари чиркỹсен настоятелĕсем Петр, Василий, Олег протоиерейсем, Силуан иеромонах, «Труд» ЯХПК ертỹçи Валерий Германов, Николай Платонов, Леонид Матросов.
Николай Муллин та çак йышрах тăрать. Çакăн çинчен пĕлтермерĕ, анчах сăваплă ĕçе хутшăннă кашни çынна тав тума ыйтрĕ. Пысăк тав сире, ял-йыш!
Халăхран пуçтарнă, ял тăрăхĕ, район, республика бюджечĕсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе подряд организацийĕ — Елчĕкри «Стройэнергосервис» ООО тара тытнă Алексей Матросов бригади пĕтĕм ĕçĕн пысăк пайне (çурт тăрринчи купол çине лартнă Турă хĕресне хатĕрленисĕр пуçне) пурнăçланă — сиплĕ çăлкуç тарасине унччен вырнаçтарнă тимĕр бетон ункăсене çĕннисемпе улăштарнă, пилĕк стеналлă пурана саваласа, купаласа лартнă, тăррине туса хĕресĕпе купол вырнаçтарнă, çурт йĕри-тавра чул плиткăсем, тротуар сарнă тата ытти ĕçсем пурнăçланă. Çăлкуç тарасинчен таса шыв унччен ăсталанă шыва кĕмелли кивĕ вырăна та, çĕннине те пырать.
Çуртри шыва кĕмелли иккĕпе тăватă метрлă вырăна тимĕр бетонран арçынсемпе хĕрарăмсем уйрăмшар кĕмелле хатĕрленĕ. Йĕри-тавра шыв яман брезент евĕрлĕ материал вырнаçтарнă. Салтăнса тăхăнмалли вырăн та уйрăмшар. Чăннипех хăтлă. Уйрăмах хĕллехи сивĕ кунсенче. Николай Муллин малашне проектра пăхман ĕçсене пурнăçлама шутланине те палăртрĕ — шыва кĕмелли вырăна тимĕр карта тытса çавăрмалла, çын кĕрсен çуталакан, тухсан сỹнекен çутă хатĕрĕсем вырнаçтармалла. Анчах Турă шыва кĕнĕ кун кăна мар, ытти кунсенче те ял çыннисем, урăх тăрăхран килекенсем таса çуртра килти пек тирпейлĕх-пе тасалăха пăхăнасса шаннине палăртрĕ вăл.
Николай АЛЕКСЕЕВ.