Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ трасса

Çĕнĕ трасса

Чăваш Енри 6 район витĕр пысăк хăвăртлăхлă çĕнĕ çул иртĕ.

Ку вăл Мускав-Чулхула-Хусан трасса. Унăн вăрăмăшĕ пирĕн республикăра 94 çухрăм пулĕ. Çакăн çинчен Чăваш Енри Транспорт министерстви пĕлтернĕ. Ку çул пĕтĕм тĕнчери транспорт коридорне кĕмелле /Çурçĕр Европăран пуçласа Хĕвел Анăç Китай таран/, Европăн тата Азин экономикăпа культура çыхăнăвĕсене çирĕплетмелле. Мускав-Чулхула-Хусан пысăк хăвăртлăхлă автоçула мĕнле йĕркелес ыйтăва сÿтсе явнă май Чăваш Ен транспорт министерствинче çакна палăртнă: Европăпа Хĕвел Анăç Китай коридорне кĕрекен М-12 трасса пирĕн экономикăна аталанма, автомобилистсене кирлĕ çĕре хăрушлăхсăр çитме пулăшмалла. Çул тăвас ĕçе 2022 çулта пуçлама, 2027 çулта вĕçлеме палăртнă. 2020-2021 çулсенче трассăн проектне тăваççĕ.

Пĕтĕмĕшле М-12 автоçул тăршшĕ 729 çухрăмпа танлашмалла, вăл 4 полосаллă пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code