Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ачана шкула хатĕрле»

«Ачана шкула хатĕрле»

Августăн 1-мĕшĕнче пуçланнă çак акци сентябрĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать.

Ку тапхăрта вĕренÿ, йĕрке хуралĕн, социаллă служба ĕçченĕсем тата район администрацийĕ çумĕнчи çула çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комисси членĕсем районти тĕрлĕ яла çитеççĕ, тĕрлĕ категорине кĕрекен çемьесенче пулса шкула çÿрекен ачасене шкул хатĕрĕсемпе тата тумтирсемпе тивĕçтереççĕ.

Акципе килĕшÿллĕн йĕркеленнĕ ыр кăмăллăх пухмачне кирек кам та пуянлатма пултарать. Пулăшу аллине тăсас текенсене Елчĕк районĕнчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центра 2-57-69 номерпе шăнкăравлама е кĕрсе тухма ыйтаççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code