Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç тĕрекĕ

Пурнăç тĕрекĕ

Çемье кунне кашни çулах сумлăн кĕтсе илсе уявлатпăр, мĕншĕн тесен унăн çирĕплĕхĕнчен район, республика, çĕршыв малашлăхĕ килет.

Аслă Пăла Тимешри вулавăш ертÿçипе Надежда Викторовăпа ялти ветерансен канашĕн председателĕ Зинаида Портнова уяв кунĕ 55 çул пĕрле килĕштерсе те тату пурăнакан ялти хисеплĕ те сумлă çемьесенче пулса вĕсене саламланă.

Виталий Александровичпа Зинаида Васильевна Александровсем, Альберт Александровичпа Домна Петровна Васильевсем, Николай Ивуналевичпа Лираида Дмитриевна Емельяновсем, Владимир Петровичпа Вера Михайловна Люллинсем салама ăшшăн йышăннă. Вĕсене Кушкă шкулĕнче вĕренекенсем «Çемье – пысăк пуянлăх» ятпа хатĕрленĕ литературăпа музыка композицийĕпе те паллаштарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code